«Тантӑш» хаҫат — шкул ачисен юратнӑ хаҫачӗсенчен пӗри. Республикӑри тата ун тулашӗнчи чӑваш ачисен пурнӑҫне, вӗренӗвне, ӗҫне-хӗлне ҫутатаканскере кашниех кӑсӑкланса вулать.
Нарӑсӑн 10-мӗшӗнче __Елчӗкри__ ачасемпе ҫамрӑксен ҫуртӗнче «Тантӑш» хаҫатра ӗҫлекенсем районти шкул ачисемпе тата чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе тӗл пулчӗҫ. «Тантӑш» хаҫатӑн тӗп редакторӗ В.Николаев хаҫат ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ, «Тантӑш» хаҫата, «Тетте» тата «Самант» журналсене 2012 ҫулта илсе тӑрас енӗпе ирттерекен конкурс, «Хаҫатри хаҫат» проект пирки каласа пачӗ.
«Хаҫатри хаҫат» проектӑн тӗллевӗ — «Тантӑш» хаҫата интереслӗрех кӑларасси, юнкорсен хастарлӑхне ӳстересси», — терӗ вӑл. Малалла «Тантӑшра» «Хаҫатри хаҫат» тухма пуҫлӗ. Ҫак хаҫатӑн редакторӗ те, пулӑшаканӗсем те пулӗҫ. Ачасем хӑйсем ҫырнӑ заметкисене, статйисене, сӑвви-калавӗсене тата ыттисене те хаҫатра пичетлесе кӑларӗҫ.
Журналистсем ҫамрӑк ҫыравҫӑсене блокнот тата ручка парнелерӗҫ, хаҫатпа туслӑ ҫыхӑну тытма сӗнчӗҫ.
Тӗлпулӑва __Курнавăшри|Курнавӑшри__ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗнче ӑс пухакан Корнилова Марийӑпа Смирнова Анна тата вӗсен вӗрентекенӗ Круглова Н.Н. та кӑмӑлтан хутшӑнчӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |