Раҫҫей Президенчӗн суйлавӗччен вӑхӑт пӗр уйӑхран та сахалрах юлчӗ. Ӑна ирттернӗ чухне кӑҫал ҫӗнӗлӗхсем те сахал мар. Вӗсем ҫинчен журналистсене Чӑваш Республикин Тӗп суйлав комиссийӗн пуҫлӑхӗ Александр Цветков пресс-конференцире каласа пачӗ.
Кӑҫал пӗрремӗш хут патшалӑх ертӳҫине 6 ҫуллӑха суйлатпӑр. Сасӑлав уҫӑмлӑхӗпе те ытти чухнехинчен уйрӑлса тӑрӗ вӑл. Суйлав участокӗсенче видеосӑнав хатӗрӗсем выранаҫтарӗҫ. Ҫапла майпа пушӑн 4-мӗшӗнче сасӑлав мӗнле пынине тӳрремӗнех тӗнче тетелӗнче пӑхма май килӗ. 17 ҫӗрте кӑна (вӗсем больницӑсемпе следствии изоляторӗсем) камерӑсем пулмӗҫ. Халӗ сӑнав хатӗрӗсене вырнаҫтарма пуҫланӑ. Сасӑлава уҫамлӑрах тӑвакан тепӗр меслет вӑл — витӗр курӑнакан урнасем. Вӗсене __Шупашкарти__ пур участока та лартӗҫ. Суйлав бюллетенӗсене шутлакан комплекссене хальхинче __Çĕнĕ Шупашкарта|Ҫӗнӗ Шупашкарта__ тата __Шупашкар районĕнчи|Шупашкар районӗнчи__ 7 участокра вырнаҫтарӗҫ.
Пушӑн 4-мӗшӗнче мӗнле те пулин сӑлтава пула хӑвӑрӑн участока пыраймасан урӑх ҫӗрте сасӑлама юрать. Ҫакӑн валли ҫирӗплетӳ хучӗ илмелле. Вырӑнта суйлав комиссийӗсенче вӗсене кӑрлачӑн 18-мӗшӗнче пама пуҫланӑ. Нарӑсӑн 13-мӗшӗнче вара хӑвӑрӑн участӑкра илме пулать. Паянхи куна республикӑра 4 пине яхӑн ҫын ҫакнашкал талон илнӗ.
Пушӑн 4-мӗшӗнче ҫавӑн пекех республикӑри 3 хулара тата 13 районта вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен хушма суйлавӗ иртет. Вӗсенче ял тӑрӑхӗнсен пуҫлӑхӗсене тата районсемпе хуласен пухӑвӗн депутачӗсене суйлаҫҫӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 4 - 6 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 6-8 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |