Паян, нарӑсӑн 15-мӗшӗнче, хӑйсен тивӗҫне ҫӗршыв тулашӗнче пурнӑҫланӑ Раҫҫей ҫыннисене асӑнмалли кун. Ҫак асӑну кунне шӑп та лӑп ҫулталӑк каялла «Раҫҫейӗн ҫар мухтавӗпе асӑну кунӗсем ҫинчен» (выр. ~~«О днях воинской славы и памятных датах России»~~) Федераллӑ саккунпа килӗшӳллӗн паллӑ тума тытӑннӑ. Анчах та эпир ӑна чылай маларах, 1989 ҫулта кӳршӗри Афганистан ҫӗрӗ ҫинчен юлашки Совет салтакӗсене илсе тухнӑранпах паллӑ тӑватпӑр.
Чӑн та, иккӗмӗш тӗнче вӑрҫи вӗҫленнӗ хыҫҫӑн ҫӗр ҫинче тӗрлӗрен хирӗҫӳсемпе вӑрҫӑсем пулса иртнӗ. Чылай чухне вӗсем Совет Союзӗнчен аякра пулса иртнӗ пулин те, совет, каярахпа Раҫҫей гражданӗсем, вӗсенче хутшӑннӑ, хӑшӗ-пӗри сывлӑхне сиен кӳнӗ, хӑшӗсем вара ӗмӗрлӗхе куҫӗсене хупнӑ. Ҫак хирӗҫӳсенчен чи нумай вӑхӑта тӑсӑлаканнисенчен пӗри — Афган вӑрҫи. Совет салтакӗсем ҫак ҫӗршывра 1979 ҫулхи раштав уйӑхӗнчен пуҫласа 1989 ҫулхи нарӑсӑн 15-мӗшӗчченех пулнӑ. Кашни кунах, кашни каҫах пирӗн ҫамрӑк яшсем ют ҫӗршывра сусӑрланнӑ, е пурнӑҫран уйрӑлнӑ. Вунӑ ҫул хушшинче Афганистанра 13 833 совет салтакӗ пуҫне хунӑ, каярахпа ҫак шут 15 031 ҫитнӗ. Пирӗн __Чăваш Республикинчи|Чӑваш Республикинчи__ ялсемпе хуласенчи ҫӗр вунпилӗк кил-йыша та калама ҫук йывӑр хуйхӑ килсе ҫитнӗ.
Ҫав ҫулсенче __Аслă Каçал|Аслӑ Каҫал__ тӑрӑхӗнчи ҫамрӑксем те ҫак вӑрҫа кӗмесӗр юлайман. Кайнисенчен тӑватӑ яш каччӑ Афганистанран тӑван киле цинк тупӑк ӑшӗнче таврӑннӑ. Вӗсем: __Тăманлă Выçли|Тӑманлӑ Выҫли__ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ вунсаккӑрти Виктор Тумаков; __Элпуç|Элпуҫ__ ялӗнче ҫуралса ӳснӗ ҫирӗм ҫулхи Вазых Тазетдинов; __Хирти Явăш|Хирти Явӑш__ каччи ҫирӗм пӗрти Игорь Гаврилов; __Йӳç Шăхалĕнче|Йӳҫ Шӑхалӗнче__ ҫуралса ӳснӗ вунсаккӑрти Сергей Шмелев. Вӗсен ячӗпе __Комсомольски__ ҫывӑхӗнче палӑк лартнӑ, унтах Чӑваш ҫӗрӗнче ҫуралса ӳссе Афган ҫӗрӗнче пуҫне хунисене асӑнса — ҫӗр вунпилӗк улмуҫҫи…
Киле чӗрӗ-сывӑ таврӑннисем те афган ҫӗрӗнче курнӑ терт-нушана нихҫан та манаймӗҫ, вӗсен чӗрисенче те, тӗлӗкӗсенче те — инҫетри сӑртлӑ-туллӑ ҫӗршыв…
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |