Пысӑках мар лаптӑкра 21 ушкӑн тапӑҫнӑ. Паллах ӗнтӗ кунта шкул ачисем йышлӑрах пулнӑ. Хӑш-пӗр вырӑнсенчен икшер-виҫшер ушкӑн хӑйсен пултаруллӑхӗпе куракансене савӑнтарнӑ. Ҫанталӑк паха пулнишӗн халӑх пит йышлӑ пуҫтарӑннӑ. Тапӑҫакансен ятарласа илсе килнӗ юр катӑкӗсенчен юмах сӑнарӗсем касса кӑлармалла пулнӑ. Халӑх ахаль ан тӑтӑр тесе хӑш-пӗрисем футбол вӑйине йӗркеленӗ, теприсем йӗлтӗр ҫине тӑнӑ. Кӑнтӑрла иртнӗ ик сехет тӗлне юмах сӑнарӗсем тӑвас ӑмӑрту вӗҫленнӗ.
Сӑнарсене хак пама __Шупашкартан__ ятарласа ӑста ӳнерҫӗсем килсе ҫитнӗ. Вӗсем шутӗнче Кузьмин В.А, Головинский А.Н. __Вăрнар тăрăхĕнчен|Вӑрнар тӑрӑхӗнчен__ тухнӑ пулас ӳнерҫӗсем Обручков С. тата Захаров Е.А. чылай канашланнӑ хыҫҫӑн виҫӗмӗш вырӑна Хисамутдинов Эдуарда пама йышӑннӑ. «Август» фирма ӑстин «Лӗпӗш» композицийӗ пурне те килешнӗ. Иккӗмӗш вырӑна __Вăрнарти|Вӑрнарти__ ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗсене, Кудряшов В.П.-па Храмова О.А-на панӑ. Вӗсен ӗҫӗ «Замок» ятлӑ пулнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ ятне вара __Хураçури|Хураҫури__ ялӗнчи Андреевсен ҫемьине пама килӗшнӗ. Вӗсен «Аҫтахи» пурне те телӗнтернӗ.
Юр ӑмӑртӑвӗсем халӑха килӗшнӗ, мӗн каҫ пуличенех стадионра савӑнӑҫлӑ ача сасси, шавӗ пӗтме шутламан та тет.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |