Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +28.3 °C
Туман тиха пилӗкне ан хуҫ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ: 6510]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче __Çĕмĕрлĕ тăрăхĕнчи|Ҫӗмӗрлӗ тӑрӑхӗнчи__ __Тăванкас|Тӑванкас__ ялӗнче «Ҫӗмӗрлӗ йӗлтӗрӗ — 2012» ӑмӑртӑвӑн 30-мӗш чупавӗсем пулса иртрӗҫ. Иртнӗ эрнере ку тӑрӑхра шартлама сивӗсем тӑнӑ пирки ӑмӑртусене тӑватӑ кун сиктерсе ирттерме тиврӗ сӗмӗрлесен. Ку кун ҫанталӑкӗ лӑпкӑ та хӗвеллӗ пулнӑран халӑхӗ те пайтах пуҫтарӑнчӗ __Тăванкасра|Тӑванкасра__. Ӑмӑртусене Раҫҫейӗн полиатлон чемпионӗ, пирӗн ентеш Дмитрий Шипеев уҫрӗ.

400 ытла йӗлтӗрҫӗ виҫӗ ушкӑна пайланнӑ: пӗрремӗш ушкӑнра, сӑмахран, тӑрӑхри пуҫлӑхсем тапӑҫнӑ. Ҫаксен йышӑнче район тата ял администрацийӗсен, шкулсен ертӳҫисем пулнӑ. Малти вырӑна Рафинов Л.Г, Александров В.Л, Осипов А.М, Васильева А.С, Пакулаева Е.В. тухнӑ.

Унтан «старта» Ҫӗмӗрле тӑрӑхри чи хӑвӑрт чупакан йӗлтӗрҫӗсем тухрӗҫ. Ку ушкӑнра Тарлыков Александр, Петров Владимир, Ануфриев Лев, Кулькова Елена тата Концова Надежда ҫӗнтерчӗҫ. Юлашки самай йышлӑ ушкӑнра 200 ҫынран кая мар чупрӗҫ. Самай ҫамракки, Улисов Алексей — 4 ҫулта, чи ваттисем Тимофеев Иванпа (73-ре) Петрова Фрида (70-ре).

«Ҫӗмӗрле йӗлтӗрӗ — 2012» тата икӗ ӑмӑртупа вӗҫленчӗ: йӗлтӗр йӗрӗ ҫине ял тата шкул ушкӑнӗсем тӑчӗҫ. Ял ушкӑнӗсен ӑмӑртӑвӗнче __Турхан__, __Якуртушкăнь|Якуртушкӑнь__ тата __Çĕмĕрлĕ|Ҫӗмӗрлӗ__ ялӗсем мала тухрӗҫ, шкул ушкӑнӗсенче вара __Якуртушкăнь|Якуртушкӑнь__, __Юманай__ тата __Çĕмĕрлесем|Ҫӗмӗрлесем__ ҫӗнтерчӗҫ.

Ҫак савӑнӑҫлӑ ӑмӑртусем 3 сехете яхӑн тасӑлнӑ, анчах пӗр ҫын та кунта хутшӑннишӗн иккӗленмен те пӑшӑрханман та. Ҫакӑн евӗр кун ҫын ӗмӗрне ҫур сул таран тӑсать теҫҫӗ пирӗн ватӑсем!

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.07.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Утӑ, 02

1921
103
Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ