Нарӑсӑн 16-мӗшӗнче __Г.И. Федоров__ литература тӗпчевҫи, сӑвӑҫ тата ҫыравҫӑ, __В.И. Сергеев__ чӗлхеҫӗ — иккӗшӗ те ЧР тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗсем, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗсем — ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитнине халалланӑ «Уралпа Атӑл тӑрӑхӗнчи халӑхсен культурисене, чӗлхисене тата литературисене вӗрентессин ҫивӗч проблемисем» ятлӑ регионсем хушшинчи ӑслӑлӑхпа ӗҫлӗх конференцийӗ иртрӗ.
Конференцире тӗрлӗ тӑрӑхсенчен тата республикӑн тӗрлӗ районӗсенчен килнӗ хӑнасем те пулчӗҫ. Ӑслӑлӑх ӗҫне хутшӑннӑ филологсем тутар, удмурт, мари, чӑваш халӑхӗсен литературӑри тата чӗлхери пӗрешкел проблемисене асӑнса хӑварчӗҫ. Ҫак проблемӑсене татса парас тесен пурин те пӗр шухӑшлӑ пулмалла иккенне, Г.И. Федоровпа В.И. Сергеев ӑслӑлӑхра тунӑ никӗс ҫинче ҫӗнӗ ӑрӑва ӳстерме кирлине те палӑртрӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |