__Хĕрлĕ Чутай районĕнче|Хӗрлӗ Чутай районӗнче__ ҫулленех интернационалистсен кунне ирттереҫҫӗ. «Пурӑнакансем асра тытчӑр та ӑрусем ан манчӑр» (выр. «Пусть живые запомнят и пусть поколения помнят») фестиваль Афганистан вӑрҫинче пуҫне хунӑ Геннадий Ивановпа Юрий Макаров тата Чечен Республикинче пуҫне хунӑ Валериан Быковпа Сергей Эзенкина асӑнса тата ку вӑрҫӑсенче хастарлӑх кӑтартнӑ ветерансем ячӗпе иртрӗ. Пухӑннисене район администраци пуҫлӑхӗ Александр Башкиров саламларӗ, __Етĕрнепе|Етӗрнепе__ __Хĕрлĕ Чутай|Хӗрлӗ Чутай__ ҫар коиссариачӗн представителӗ Владимир Мареев афганецсене Хисеп хучӗпе чысларӗ. Юрӑҫсем виҫӗ ушкӑнра ӑмӑртрӗҫ: 8–12, 13–15 тата 16-ран пуҫласа 22 ҫулхисем.
Фестивале хутшӑннӑ кашни юрӑҫ чуна тивмелле илемлӗ юрӑ шӑрантарчӗ, ҫӗнтерӳҫӗ ятне кӗҫӗннисем хушшинче Анна Ейкова, вӑтам ушкӑнра Сабина Доброва, аслӑраххисем хушшинче Екатерина Мурайкина тивӗҫлӗ пулчӗҫ. Фестивале хутшӑннӑ пур артиста та Хисеп хучӗ парса чысларӗҫ.
__http://gov.cap.ru/home/69/2012/12%5f02%5f15%5f05/%D1%84%D0%BE%D1%82%D0%BE%D1%80%D0%B5%D0%BF%D0%BE%D1%80%D1%82%D0%B0%D0%B6/album/index3.html|**Сӑнсем**__
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Карпеев Михаил Поликарпович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |