Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +28.3 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Нарӑсӑн 18-мӗшӗнче __Йĕпреç районĕнчи|Йӗпреҫ районӗнчи__ __Пучинкери__ пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан вӑтам шкулта пневматикӑллӑ пӑшалтан тӗл перекенсен районти IX уҫӑ турнирӗ иртрӗ. Кӑҫал ӑна Совет салтакӗсене Афганистан ҫӗрӗнчен илсе тухнӑранпа 23 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫак ӑмӑртӑва пуҫласа йӗркелесе яраканӗ — 1987–89 ҫулсенче салтак-интернационалист тивӗҫне Афганистанра чыслӑн пурнӑҫланӑ __Пучинкере__ ҫуралса ӳснӗ Валерий Михайлович Иванов.

Ку ӑмартӑва кӑҫалхипе 9-мӗш хут ирттерчӗҫ. Уяв пӗлтерӗшӗ ӳссех пырать¸ ӑмӑртӑва хушӑнакансем те кашни ҫулах ытларах та ытларах килеҫҫӗ. Кӑҫалхи ӑмӑртӑва 12 шкултан 15 ушкӑн хутшӑнчӗ¸ вӗсем хушшинче — __Канаш районĕнчи|Канаш районӗнчи__ Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов ячӗллӗ Янкӑлч шкулӗнчен килнӗ команда.

Ҫак кун уява отставкӑри генерал-лейтенант, Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов¸ унӑн шӑллӗ Александр Гаврилов подполковник¸ «Тӑван ҫӗршыв ывӑлӗсем» офицерсен юлташлӑхӗ» регионти общество организацийӗн¸ Афганистан ветеранӗсен Союзӗн республикӑри тата районти уйрӑмӗсен представителӗсем килнӗ. Вӗсем ӑмӑртӑва хутшӑнакансене саламларӗҫ¸ ӑнӑҫу сунчӗҫ.

Ӑмӑртусем хӗрӳ иртрӗҫ. Пучинке шкулӗ кӑҫал икӗ ушкӑн тӑратрӗ. 1-мӗш команда 3-мӗш вырӑна¸ Раҫҫей Геройӗ Николай Гаврилов ячӗллӗ шкултан килнӗ команда 2-мӗш вырӑна¸ Пучикери 2-мӗш команда 1-мӗш вырӑна ҫӗнсе илчӗ.

Уйрӑм кӑтартусенче те пучинкесем палӑрчӗҫ: Максим Максимовпа Кристина Макосеева 1-мӗш вырӑнсене¸ Зулфия Эргашева 2-мӗш вырӑна тивӗҫрӗҫ. Ҫитӗннисем хушшинче те пучинкесем малта пулчӗҫ. Арҫынсем хушшинче 1-мӗш вырӑна Брагин Юрий Иванович¸ 2-мӗшне — Андрей Федоров тухрӗҫ. Хӗр ачасенчен Людмила Егорова — 1-мӗш¸ Зоя Кузьмина — 2-мӗш¸ Ирина Николаева — 3-мӗш вырӑн.

Ҫӗнтерӳҫӗсене медальсемпе дипломсем¸ хаклӑ парнесем парса чысларӗҫ. Турнирӑн тӗп парни — пневматикӑллӑ пӑшал — Пучинке шкулӗнче юлчӗ.

Шкулта ҫакӑн пек ӑмӑртусем ирттерни ҫитӗнекен ӑрӑвӑн патриот туйӑмне вӑйлатас тӗлӗшпе пысӑк пӗлтерӗшлӗ пулнине палӑртмалла.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.07.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Утӑ, 02

1921
103
Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та