Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +28.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ял тӑрӑхӗсенче ҫурт-йӗре комплекслӑ, пӗр вырӑнарах тӑвас тата вӗсене хӑтлӑлатас тӗлӗшпе пурнӑҫа кӗртекен пилот проект малалла тӑсӑлать. Нарӑс пуҫламӑшӗнче программӑна хутшӑнакан ял тӑрӑхӗсем тӑратнӑ хутсен пуххине Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министерствин комиссийӗ тишкернӗ, конкурс ҫӗнтерӳҫисене палӑртнӑ. Вӗсем камсем-ха? Министерствӑн инвестици тата ялӑн социаллӑ аталанӑвӗн пайӗн ертӳҫи Светлана Александрова хуравлать.

**— Ял администрацийӗсен пуҫлӑхӗсем, культура ҫурчӗпе шкул директорӗсем комисси йышӑнӑвне чӑтӑмсӑр кӗтрӗҫ. Мӗн пӗлтеретӗр?**

— Кӑҫал конкурса мӗн пур районти 70 ял тӑрӑхӗ проект тӑратрӗ, — терӗ Светлана Михайловна. — Иртнӗ ҫулсенче комисси ӗҫне Экономика тата Ҫурт тӑвӑм министерствисене явӑҫтарнӑ. Хальхинче Ял хуҫалӑх министерстви кӑна йӗркелерӗ, мӗншӗн тесен малашне ялсенче ҫул тӑвасси ҫак проект картинче пулса пымӗ. Ӑна пурнӑҫламашкӑн Чӑваш Ен хыснинчен 55 млн тенкӗ уйӑрма пӑхнӑ. 35-шне вӗренӳ учрежденийӗсем, 20-шне культура ҫурчӗсем илӗҫ.

**— Хӑш муниципалитетсен проекчӗ социаллӑ пурнӑҫпа экономика тӗллевӗсене тивӗҫтерет тесе пӗтӗмлетнӗ?**

— Вӗренӳ объекчӗсен 18 ҫуртне тӗпрен ҫӗнетме палӑртнӑ. Ку йышра — __Атрать__ (Улатӑр), __Шăнкăртам|Шӑнкӑртам__ (Патӑрьел), __Ершепуç|Ершепуҫ__ тата __Пăртас|Пӑртас__ (Вӑрнар), __Атнаш__ (Канаш), __Тукай__ (Комсомольски), __Красноармейски__ (Красноармейски), __Атăлçум|Атӑлҫум__ (Сӗнтӗрвӑрри), __Юнкă|Юнкӑ__ (Муркаш), __Анастасово__ тата __Пăрачкав|Пӑрачкав__ (Пӑрачкав), __Шăхаль|Шӑхаль__ (Вӑрмар), __Çырмапуç|Ҫырмапуҫ__ тата __Йĕкĕрвар|Йӗкӗрвар__ (Ҫӗрпӳ), __Палтиел__ (Шӑмӑршӑ), __Мăн Улхаш|Мӑн Улхаш__ (Ҫӗмӗрле), __Етĕрне|Етӗрне__ (Етӗрне), __Аслă Елчĕк|Аслӑ Елчӗк__ (Елчӗк) ял тӑрӑхӗсем.

**— Культура учрежденийӗсен ҫурчӗсене тӗпрен юсама хӑшӗсене суйласа илнӗ?**

— 17-шне: __Атрать__ (Улатӑр), __Пăлапуç Пашьел|Пӑлапуҫ Пашьел__ (Патӑрьел), __Ершепуç|Ершепуҫ__ тата __Пăртас|Пӑртас__ (Вӑрнар), __Карăклă|Карӑклӑ__ тата __Пайкилт__ (Канаш), __Тукай__ (Комсомольски), __Питĕркасси|Питӗркасси__ (Хӗрлӗ Чутай), __Атăлçум|Атӑлҫум__ (Сӗнтӗрвӑрри), __Кавал__ тата __Шăхаль|Шӑхаль__ (Вӑрмар), __Йĕкĕрвар|Йӗкӗрвар__ (Ҫӗрпӳ), __Тутаркасси__ тата __Кăшавăш|Кӑшавӑш__ (Шупашкар), __Юманай__ (Ҫӗмӗрле), __Хучаш__ (Етӗрне), __Элпуç|Элпуҫ__ (Тӑвай) ял тӑрӑхӗсенчине.

22 ял тӑрӑхӗн администрацийӗ министерствӑна конкурс положенийӗпе килӗшсе тӑракан проект ҫитернӗ, чи нумай балл пухнӑ.

Комисси пӗлтӗр Элӗк, Сӗнтӗрвӑрри, Шӑмӑршӑ, Етӗрне районӗсем Вӗренӳ министерствинче ҫирӗплетнӗ килӗшӗве туллин пурнӑҫламаннине — шкулсене ҫӗнетме вырӑнти хӑй тытӑмлӑх хыснинчен укҫа кирлӗ чухлӗ уйӑрманнине — палӑртнӑ.

**Юрий Михайлов** калаҫнӑ

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.07.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Утӑ, 02

1921
103
Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын