Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +28.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӗлхе пӗлтерӗшӗ уйрӑм ҫынсен пурнӑҫӗнче ҫеҫ мар, ҫак чӗлхепе калаҫакан пӗтӗм халӑх пурнӑҫӗнче питӗ пысӑк пӗлтерешлӗ.

Хальхи вӑхӑтра Раҫҫейре пурӑнакан халӑхсен шучӗ ҫӗртен те иртет. Вӗсен кашнин хӑйӗн тӑван чӗлхи пур. Пирӗн тӑванран та тӑван чӗлхе — __чăваш чĕлхи|чӑваш чӗлхи__. Ҫак чӗлхе пур чухне чӑваш халӑхӗ те пур. «Чӗлхе пӗтсен халӑх та пӗтет»,-тенӗ чӑваш халӑхне ҫутта кӑларнӑ Вӗрентекенӗмӗр __И.Я.Яковлев__. Иван Яковлевич тӗрӗс каланӑ: чӗлхе вӑл — нацийӗн тӗп паллисенчен пӗри. Енчен те ҫитес 20-30 ҫул хушшинче чӑвашсем пурте тӑван чӗлхене манса вырӑсла калаҫма пуҫлас пулсан вара чӑваш халӑхӗ ҫӗр пичӗ ҫинчен пачах ҫухалать, вӑл вырӑс халӑхӗ пулса каять. Анчах Иван Яковлевич Яковлевӑн сӑмахӗсене урӑхларах та калама пулать: «Халӑх пӗтсен — чӗлхе те пӗтет». 2010 ҫулхи ҫырав Раҫҫейри чӑвашсен шучӗ 200 пин ҫын чакнине кӑтартса пачӗ. Хальхи вӑхӑтра пирӗн ҫӗршывра пӗр миллион ҫурӑ чӑваша яхӑн пурӑнать. Ҫын шучӗпе пирӗн халӑх Раҫҫейре пиллӗкмӗш вырӑн йышӑнать (вырӑссемпе украинецсем тата тутарсемпе пушкӑртсем хыҫҫӑн). Вунӑ ҫул каялла ҫеҫ тӑваттӑмӗш пыраттӑмӑр. Унӑн ҫурри ытларах Чӑван Енре, тепӗр пайӗ ытти республикӑсемпе облаҫсенче пурӑнать. Ульяновск облаҫӗнче — 95 пин чӑваш. Чӑваш чӗлхипе калаҫма, теприне ӑнлантарма пултаракансен шучӗ тата сахалтарах. Пирӗн мӗнпур шанчӑк — ял ҫыннисенче, ял ачисенче. Хӑш-пӗр хула шкулӗсенче __чăваш чĕлхине|чӑваш чӗлхине__ вӗрентетпӗр пулсан та вӗсенче пуплеве ялти пек туллин аталантарма май килмест. Шел...

Чӗлхе — ҫынсене пӗр-пӗринпе хутшӑнма, хӑйсен шухӑшӗсене ыттисене каласа е ҫырса пӗлтерме май паракан чи кирлӗ, чи тухӑҫлӑ мел. Енчен те тахҫантанпа курнӑҫман икӗ чӑваш пӗр-пӗрне тӗл пулсан куштанланса вырӑсла мар, «Салам, тусӑм, еплерех пурӑнатӑн?» тесе чӑвашла, хамӑрла ыйтсассӑн еплерех аван пулнӑ пулӗччӗ. Ҫитес ҫыравра та чӑваш чӗлхипе калаҫакансен шучӗ каллех чакасси пирки мар, ӳсесси пирки хӑюллӑнах калаҫма май килӗччӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (02.07.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 747 - 749 мм, 17 - 19 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Утӑ, 02

1921
103
Сизов Пётр Владимирович, чӑваш ӳнерҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та