Пушӑн 10-мӗшӗнче __К.В. Иванов ячĕллĕ Чăваш патшалăх академи драма театрĕнче|К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче__ ҫӗнӗ спектакль премьери пулчӗ — Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ Андриян Павлов режиссёр пулса ҫур ӗмӗр каялла __Петр Осипов__ ҫырнӑ камичӗ тӑрӑх «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш» спектакль лартрӗ. Сцена илемне хатӗрлекенӗ — Чӑваш Ен халӑх художникӗ Юрий Матросов, ташӑсене лартаканӗ — Раҫҫей Федерацийӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ Анатолий Музыкантов.
Каласа хӑварас пулать — спектакль паянхи кун та хӑйӗн ҫивӗчлӗхне ҫухатман: юратупа ҫемье, пуянлӑхпа чухӑнлӑх, туслӑхпа ултав теми яланах актуаллӑ. Артистсем те хӑйсен сӑнарӗсене лайӑх вылярӗҫ — халӑх тӑвӑллӑ алӑ ҫупса хакларӗ. Уйрӑмах А. Степанов выляни куракансен кӑмалне кайрӗ — Эрех Ваҫҫи сӑнарӗпе вӑл халӑха култарма та пултарчӗ, шухӑша яма та.
Виҫӗмкун «Икӗ каччӑн пӗр шухӑш» камите курма май килмерӗ пулсан театр сцени ҫинче ӑна тепӗр хут **пуш уйӑхӗн 23-мӗшӗнче** лартӗҫ. Билет туянма, тӑванӑрсене пӗрле чӗнме ан манӑр!
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |