Нина Петровна Ҫӗмӗрле тӑрӑхӗнчи Тӑванкас ял пуҫлӑхӗн амӑшӗ, нумай пулмасть 80 урлӑ каҫрӗ. __Вăрманкасра|Вӑрманкасра__ ҫитӗнсе, ҫакӑнтах качча тухса ӗмӗрне ирттернӗ Владимир Ильич Васильевӑн амӑшӗ. Упӑшкипе, Илляпа, ултӑ ача ҫуратса тӑваттӑшне ҫирӗп ура ҫине тӑратнӑ. Ялти пурнӑҫ мӗнле пулнине кунта ҫуралса ҫитӗннӗ ҫын ҫеҫ пӗлет ӗнтӗ. Тӑватӑ пӗчӗк ачана мӑшӑрсӑр (Илля 40 ҫул каялла ҫӗре кӗнӗ) ҫитӗнтерсе ҫын тума чӑваш хӗрарӑмӗ ҫеҫ пултарать пулӗ.
Вӑтӑр ҫула яхӑн Нина Петровнӑн пурнӑҫӗ вӑрманпа ҫыхӑннӑ. Ҫӗмӗрлӗ __тăрăхĕнчи|тӑрӑхӗнчи__ вӑрман хуҫалӑхӗ вӑл вӑхӑтра республикӑра малти ретсенче пулнӑ, юман, хурӑн тата ҫӑка касса тирпейленӗ, вӑрлӑх акса ҫӗнӗ йывӑҫ лартнӑ. Ӗҫ укҫи 34 тенкӗ кӑна пулнӑ (колхозра вӑл вӑхӑтра пӗр пус та тӳлемен). Вӑрман ӗҫченӗсене тӳлевсӗр вутӑ пани те, ӗне валли утӑ ҫулма вырӑн уйӑрни те самай пулӑшу кӳнӗ вӑл вӑхӑтра. Пӗр хӗрӗпе виҫӗ ывӑлӗ — Аля, Юрӑ, Коля тата Володя — хӗлӗн-ҫӑвӗн амӑшӗпе пӗрле вӑрманта: йывӑҫ касма та вӗреннӗ, утӑ ҫулма та пултарнӑ. Хӑш чух вӑрмантах ҫӗр каҫнӑ: яла утма вӑй та юлман. Тепӗр тесен, ыран ҫавах кунта килмелле-ҫке. Вӑрман ӗҫченӗсен кашни ушкӑнӗ алӑпа 2-3 миллион йывӑҫ калчи акса ҫитӗнтермелле пулнӑ, 2-3 пӑт юман йӗкелӗ пуҫтармалла та ҫуркунне ҫӗр ҫине акса хӑвармалла пулнӑ, калча пулса ҫитиччен пӑхса тӑмалла пулнӑ. Ҫӗн Ҫул тӗлне тепӗр мӑн ӗҫ тапраннӑ хайхисен: икӗ эрне хушшинче __Мускав__, __Шупашкар__ тата __Çĕмĕрле|Ҫӗмӗрле__ хулисем валли суйласа чӑраш касса, тирпейлесе хумалла пулнӑ. Хӑш чух пирӗн тӑрӑхра ӳсмен йывӑҫсене те лартса ҫитӗнтерме тивнӗ шеремет вӑрман ӗҫченӗсен. Миҫе хут туман пулӗ ҫак ӗҫе, ҫапах та пирӗн тӑрӑхра халь ҫӗпӗр кедӑрӗ Нина Петровна тӑрӑшмасӑр кашласа ларас ҫукчӗ пулӗ.
«Тата кашни ҫуркунне хӗрлӗ ҫӳҫе ларттаратчӗҫ. Ҫу вӗҫӗнче ҫӳҫен мамӑкне пуҫтарса нӳрӗ хӑйӑр ҫине лартнӑ, шӑтса тухиччен шӑварнӑ. Ку ӗҫ пӗтӗмпех ачасене тиеннӗ ӗнтӗ. Кашни ҫул ҫӑка калчисене пӗтӗм Чӑваш Ен тӑрӑх лавӗ-лавӗпех ӑсатнӑ. Пуш уйӑхӗнче, ҫирӗп юр тӑрӑх ачасем ҫӑка вӑрри пухма вӑрмана кайнӑ. Йывӑҫ айне катан пир сарнӑ та пӗр ачи хӑпарса йывӑҫа силленӗ», — аса илет ватӑ ҫын.
Халӗ Нина Петровна кӗҫӗн ывӑлӗн — Владимир Ильичӑн — килӗнче пурӑнать, мӑнукне пӑхса ӳстерет. «Сакӑрвунна ҫитрӗм пулсассӑн та ман пек ура кунчи ҫыхма ялта пӗр матка та пӗлейместь-ха», — тесе кулкалать кинемей.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |