Кӑҫал «Краткая чувашская региональная энциклопедия» кӗнекен 2-мӗш томӗ тухрӗ. Ӑна пуҫараканӗ, материалсене пуҫтараканӗ, редакцилекенӗ, укҫа-тенкӗ уйӑраканӗ — Дмитрий Васильевич Кузьмин, Чӗмпӗрти сӗтел-пукан туса кӑларакан ателье директорӗ.
Кӗнекен 1-мӗш томӗ 2009 ҫулта пичетленнӗччӗ.
Энциклопедие Чӗмпӗр чӑвашӗсемсӗр пуҫне Сарӑту тата Пенза тӑрӑхӗнче пурӑнакан ентешсене те кӗртнӗ. Ку вырӑнсене Д.Кузьмин хӑй темиҫе хут материалсем пуҫтарма ҫитсе килнӗ. Икӗ том кӑларма автор 6 ҫул ӗҫленӗ, 3 миллион тенкӗ укҫа тӑкакланӑ.
Нумаях пулмасть Ишевке посёлокӗнче энциклопеди хӑтлавӗ иртрӗ. Унта хӑнасем __Шупашкартан__, __Сарӑту облаҫӗнчен__, __Пушкӑртстан_Пушкӑрт__ тата __Тутарстан__ Республикисенчен, __Чӗмпӗр облаҫӗн__ тӗрлӗ районӗсенчен килнӗччӗ. Энциклопеди авторне халӑх ура ҫине тӑрса тӑвӑллӑн алӑ ҫупса чысларӗ!
Тухса калаҫакансем Д.Кузьмин пӗр-пӗр институт тумалли ӗҫе пурнӑҫларӗ тесе хакларӗҫ. __Виталий Станьял__ вара: «Кузьмина Александр Матросовпа танлаштарас килет. Вӑл тӑван халӑха хӳтӗлесе амбразура ҫине выртрӗ», — терӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |