Паян, пушӑн 22-мӗшӗнче, чӑваш халӑхӑн паллӑ артисчӗ __Кӗлпук Мучи__ 100 ҫул тултармаллаччӗ. Пирӗнтен вӑл, шел те, 88 ҫулта уйрӑлчӗ.
Ҫак куна халалласа Чӑваш халӑх сайчӗ унӑн __/lib/keneke/65.html_**«Ватӑ чӗре — ҫамрӑк чун»**__ кӗнекине электронлӑ вулавӑша кӗртрӗ. Вӑл чӑваш халӑх артисчӗ, паллӑ драматург, эстрада ӑсти Ефим Никитин (Кӗлпук Мучи) пурнӑҫӗпе тата пултарулӑхӗпе тӗплӗн паллаштарать. Хӑй вӑхӑтӗнче унӑн пьесисемпе кулӑшӗсене вулакансемпе куракансем яланах хапӑл туса йышӑнатчӗҫ. Кӗнекене кӗнӗ хайлавсем: «Пурнӑҫ ҫулӗ такӑр мар» очерк; «Ан сивӗн, савни», «Хуняма», «Ик айкки те тӑвайкки» камитсем; «Ватӑ чӗре — ҫамрӑк чун» трагикомеди; пӗчӗк мыскарасем.
Ефим Никитин 1912 ҫулхи пушӑн 22-мӗшӗнче __Вӑрмар районӗнчи__ __Арапуҫ__ ялӗнче ҫуралнӑ. Шупашкарти музыкӑпа театр техникумӗнче вӗреннӗ. Каярахпа Ҫамрӑксен театрӗнче вылянӑ, Иккӗмӗш колхоз чӑвашӗсен театрне (__Комсомольски__) ертсе пынӑ. 1943 ҫултанпа тӑхтавсӑр __К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш академи драма театрӗнче__ вылянӑ.
Сцена ҫинче унӑн «Сарпике», «Кукша Иван», «Вӑрланӑ хӗр», «Майлаштарчӗҫ» пьесисене лартнӑ. Кӗлпук Мучи ятпа ӑна радиоитлекенсен юмахҫӑ пек астӑваҫҫӗ — чӑваш радиовӗпе вӑл «Каҫхи юмах» кӑларӑма ертсе пынӑ. Ефим Никитин 15 пьесӑпа 12 кӗнеке авторӗ.
1953 ҫулта Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артист ятне, 1968 ҫулта Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ, 1975 ҫулта РСФСР халӑх артисчӗ ятне тивӗҫнӗ. 1972 ҫулта унӑн ятне Чӑваш Енӗн Ӗҫ Мухтавӗпе Паттӑрлӑх Хисеп Кӗнекине ҫырса кӗртнӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |