Пушӑн 23-мӗшӗнче Чӑваш наци вулавӑшӗнче чӑваш таврапӗлӳҫисен черетлӗ X пухӑвӗ иртрӗ. Кун йӗркинче — юлашки тапхӑрти ӗҫсене тишкерни, суйлавсем, пултаруллӑ таврапӗлӳҫӗсене чыслани тата ытти те. Пухӑннисем __Виталий Петрович Станьялӑн__ «Таврапӗлӳҫӗсен 90 ҫулӗ» ятлӑ сӑмахне итлесе таврапӗлӳҫӗсен ӗҫне хакларӗҫ, сӗнӳсем пачӗҫ. Виталий Станьял «Ҫӗнӗ вӑхӑ» кӑларӑш ӗҫне пысӑк хак парса унӑн директорне А.В. Сорокина чунтан тав турӗ. Виталий Станьял съезда хатӗрленсе ятарлӑ кӗнеке пичетлесе кӑларнӑ, вӑл «Преодолеем любой рубикон» ятлӑ. Кӗнекере чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн уставӗ, Виталий Станьял 2010, 2011 тата 2012 ҫулсенче каланӑ докладсем. Ҫавӑн пекех кунта союз хисеплӗ ятсемпе чысланӑ таврапӗлӳҫӗсен ячӗсемпе паллашма пулать.
Съезд чӑваш таврапӗлӳҫисен пӗрлӗхӗн канашне тата унӑн ертӳҫине суйларӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |