Пушӑн 29-мӗшӗнче __Чӑваш Наци вулавӑшӗнче__ Чӑваш Республикинчи профессионал ҫыравҫӑсен ҫулсерен иртекен черетлӗ пӗтӗмлетӳллӗ пухӑвӗ иртрӗ.
Ларӑва писательсен правлени пуҫлӑхӗ __Сергей Павлов__ ертсе пычӗ. Чи малтанах вӑл ҫулталӑк хушшинче ҫыравҫӑсем мӗн ӗҫленине пӗтӗмлетсе каласа пачӗ. Ун хыҫҫӑн В.А. Абрамов критик тата литературовед паянхи чӑваш прозинчи лару-тӑру пирки сӑмах илчӗ. Тӗпчевҫӗ палӑртнӑ тӑрӑх, паянхи прозӑра калав жанрӗ ытларах аталанни курӑнать-мӗн. Малалла __В.Кошкин-Кервен__ сӑвӑҫ чӑваш поэзийӗ пирки тухса калаҫрӗ, ку чухнехи сӑвӑҫсен ҫитменлӗхӗсене уҫҫӑн палӑртрӗ. __Д.Суслин__ писатель вырӑсла ҫыракансен пултарулӑхне пӑхса тухса хак пачӗ, вырӑсла хайлавсене кун ҫути курма йывӑртарах пулин те ҫыравҫӑсем пуррине палӑртрӗ. ЧПУ доценчӗ __И.В.Софронова__ литературовед ача-пӑча прозинчи ҫитӗнӳсемпе ҫитменлӗхсене шӗкӗлчерӗ. Докладсене сӳтсе явассине ларӑва килнӗ ытти писатель-поэтсем активлӑ хутшӑнчӗҫ: __Анатолий Кипеч__, __Ӑсан Уҫӑпӗ__, __Н.Пӑрчӑкан__, __Виталий Родионов__ т.ыт.те. Чылай писатель палӑртнӑ тӑрӑх, паян ҫыравҫӑ ӗҫӗ пӗртте ҫӑмӑл мар: гонорар питӗ пӗчӗк пулнинчен тытӑнса кӗнеке пичетлес ӗҫ авторшӑн тӑкаклӑ пулни таранах. Анчах паян ЧР культура министерстви тӗрлӗ майсем те сӗнет: ача-пӑча кӗнеки кӑларма грантсем ҫӗнсе илесси, калӑпӑр.
Литературӑн кирек хӑш саманара та пӗр тӗллев пулнӑ — этемлӗхӗн чун тӗнчине пуянлатма пулӑшасси. Паянхи саманара литература тӗнчинче чӑрмавсем пит нумай пулсан та, ҫак тӗллев пурнӑҫлантӑр тесе чӑваш ҫыравҫисем ырми-канми ӗҫлессе шанас килет.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |