Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Пушӑн 31-мӗшӗнче республикӑри ют чӗлхесене вӗрентекенсем педуниверситетра «Most dedicated teacher» — «Чи шанчӑклӑ вӗрентекен» конкурсӑн виҫҫӗмӗш тапхӑрне пухӑнчӗҫ. Ку ӑмӑртӑва республикӑри хальхи вӑхӑтри гуманитари вӗрентӳ центрӗ Лингва йӗркеленӗ. Кӑҫал вӑл 3-мӗш хут иртрӗ. Малтанхи тапхӑрта конкурсантсем эссе хайланӑ, унтан - методикӑпа тата грамматикӑпа тест витӗр тухнӑ. Виҫҫӗмӗш тура республикӑри тӗрлӗ районта ӗҫлекен 22 акӑлчан чӗлхи вӗрентекенӗ тивӗҫ пулнӑ.

Пухӑннисене ют чӗлхесен факультечӗн деканӗ Никитинская Лариса Владимировна саламларӗ. Алла Петровна Макарова пухӑннисене центр пирки каласа пачӗ, пурне те ӑнӑҫу сунчӗ. Пӑлхануллӑ самант. Кашни черет хутне туртса илет, черетпе билет туртса кӑларса ҫийӗнчех билет ыйтӑвӗсем ҫине тулли ответ пама тӑрӑшать. Калӑпӑр, Ирина Анатольевна Мареевӑн: «Енчен те сирӗн юратнӑ ҫынпа пӗрле урӑх нихӑҫан та хӑвӑн тӑванусене курмассине пӗле тӑрах аякри ҫӗршыва тухса каяс килет-и?» Наталия Михайловна Матвеевӑн — «Эсир мулпа ытларах хитререх тумланма е хваттере илемлетме усӑ курӑтӑр?». Александр Николаевич Николаевӑн — «Енчен те тепӗр эрнерен ядерлӑ вӑрҫӑ тухасса пӗлсен эсир вӑхӑта еплерех ирттернӗ пулӑттӑр?» — «Ҫамрӑк вӑхӑта таврӑнас килет-и сирӗн? Эсир шкулта ӗҫлемесӗр килте кӑна ларма хатӗр-и?...»

Жюрире США ҫынни Ферроу Честон Лин та пулчӗ. Тӳрех калас пулать, васкаса каланӑ ыйтӑва ӑнланма йывӑртарах тапхӑрсем пулчӗҫ пулин те кашни конкурсант экзамена ӑнӑҫлӑ тытрӗ. Лауреат ятне Е.П. Светопольская (__Елчӗк районӗ__), Н.В.Коростелева (__Шупашкар__), С.А. Николаева (__Вӑрмар районӗ), Т.Н. Толстова (__Шупашкар__), 3-мӗш вырӑнта — В.В. Дмитриева (__Муркаш районӗ__), 2-мӗш — Л.А. Леванова (__Ҫӗмӗрле__ хули), пӗрремӗш вырӑна вара __Етӗрне районӗнчи__ __Пӑчанар__ ялӗнче кун ҫути курнӑ, Кӑкшӑмри 8 ҫул вӗренмелли шкул директорӗнче ӗҫленӗ Пчелкин Николай Ивановичпа Валентина Викторовнӑн хӗрӗ (халӗ __Шуршӑлти__ вӑтам шкулта 30-мӗш ҫул ачасене акӑлчан чӗлхи вӗрентекен) тӗрлӗ конкурссен ҫӗнтерӳҫи Сидорова Людмила Николаевна тивӗҫрӗ.

Людмила Николаевна 2007 ҫулта «Раҫҫейри чи лайӑх вӗрентекен» гранта илме тивӗҫлӗ пулнӑ, «Ҫулталӑк вӗрентекенӗ» конкурсра та «За творческое дерзание» (чӑв. «Пултаруллӑ хавхаланушӑн») номинацире лауреат ятне тивӗҫнӗ, Кембридж экзамӗсене ӑнӑҫлӑ тытнӑ.

Ют чӗлхеҫӗсем конкурса тӑратнӑ ӗҫсенчен брошюра кӑларма сӗнчӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Профессире ҫитӗнӳсем тума ӑнӑҫлӑ тапхӑр. Анчах ҫӑлтӑрсем асӑрхаттараҫҫӗ: ытлашши палӑрас е хӑвӑрӑнни ҫинче ҫине тӑрас тесе талпӑнсан, тен, плансем пурнӑҫланмӗҫ. Ахӗртнех, пурнӑҫ энергийӗ тӑрук чакнӑран коммерци операцийӗсем телешпе плансем, шанчӑксем тӳрре тухмӗҫ. Ку эрнере ӑнланманлӑхсем сиксе тухма, йӑнӑшсем пулма пултараҫҫӗ.

Чӳк, 24

1978
46
Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ