__http://i-sum.su_**Тетелти «СУМ» лавкка**__ ӗҫлеме пуҫланӑранпа ҫулталӑк ҫитрӗ! Ӑна хута яни пирки шӑп та лап акан 2-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ.
Ҫулталӑк иртнӗ хыҫҫӑн таварсен йышӗ 300-е ҫывхарни пирки асӑнма пулать. Паллах, вӗсем хушӑнсах пырӗҫ — ак, ҫитес вӑхӑтра та лавккара темиҫе ҫӗнни вырнаҫмалла. Ҫак 12 уйӑх хушшинче пурӗ 44 саккас тунӑ. Нумай-и, сахал-и? Сахал, паллах, анчах та реклама пулманнине шута илсен — ҫителӗклӗ пек туйӑнать. Саккасҫӑсем Раҫҫейӗн пур тӑрӑхӗсенчен те пулчӗҫ — __Чӑваш Ен__ (9 саккас), __Шупашкар__ (4), __Мускав__ (3), __Пушкӑртстан__ (3), __Чӗмпӗр__ (2), Мускав облаҫӗ (2). Ҫавӑн пекех туянакансем Самар облаҫӗнчен, Перӗм енӗнчен, Тӗмен облаҫӗнчен, __Тутарстанран__, Кисан облаҫӗнчен, Кемӗр хулинчен, Екатеринбургран, Якутинчен, Тула облаҫӗнчен пулчӗҫ. Анлӑ-и? Ҫапла пуль тетпӗр.
Шел те, тӗрӗслев шайӗнчен халӗ те тухаймарӗ-ха вӑл — туса ҫитерейменни нумай мар пулин те ҫук мар ҫав. Вӑраха тӑсӑлнин сӑлтавӗ те пур — ӑна эпир тӗппипе ҫӗнӗрен ҫырса, хатӗррипе усӑ курмарӑмӑр. Вӑхӑт та ҫитмест чылай чухне. Анчах та шантарас килет — кӑҫал та пулин ӑна пӗтӗмешле хута яма тӑрӑшӑпӑрах.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |