Ӗнер, акан 8-мӗшӗнче __Шупашкарта__ зоологи шкулне пуҫаракан, паллӑ ӑсчах-зоолог __Иван Михайлович Олигер__ пирӗнтен уйрӑлса кайрӗ.
Иван Олигер 1909 ҫулхи авӑнӑн 8-мӗшӗнче Чулхула облаҫӗнчи Воротынец районне кӗрекен Каменка ялта ҫуралнӑ. Вӑл зоологие вӗренмелли кӗнекесен авторӗ пек паллӑ. Ҫавӑн пекех чылай статья, чылай ӑслӑх кӗнеки пичетлесе кӑларнӑ.
Унӑн вӗрентӳ сукмакӗ 1939 ҫулта Ленинградри патшалӑх университечӗн биологи факультетӗнче пӗлӳ илнинчен пуҫланнӑ. Чи малтанах вӑл Мӑкшӑ патшалӑх заповедникӗнче ӑслӑлӑх ӗҫченӗ пулса ӗҫленӗ. Кайран, вӑрҫӑран таврӑнсан (1946-1951), кун-ҫул сукмакӗ Вологдӑпа Ярӑслав облаҫӗсен тӑрӑхӗнче вырнаҫнӑ Дарвин ячӗллӗ заповеднике илсе ҫитернӗ. 1951 ҫулта Иван Михайлович __Шупашкара__ лекнӗ, кунти __И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика институтӗнче__ зоологи кафедрин заведующийӗ ӗҫне тума пуҫланӑ. Кунта вара вӑл мӗн тивӗҫлӗ канӑва тухичченех тӑрмашнӑ — 1979 ҫулчченех.
Иван Михайлович Олигерпа ыран, **акан 10-мӗшӗнче** сывпуллашӗҫ, 12-14 сехетсем хушшинче. Хусанкай ячӗллӗ КК пымалла (ҫапла пулас).
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |