Ака уйӑхӗн 11-мӗшӗ — фашистсен пусмӑрӗнчен хӑталнӑ ҫынсен кунӗ. Ҫак кун Бухенвальд ятлӑ нимӗҫсен вилӗм лагерӗнчи ҫынсем пӑлхав пуҫланӑ, пусмӑрҫӑсене ҫапса аркатнӑ, ҫӑлӑнса ирӗке тухма пултарнӑ.
Фашистсен тыткӑнне лексе лагерьсенче муритленнисем __Чӑваш Енре__ те пур. __Улатӑрта__ вӗсем пиллӗкӗн пурӑнаҫҫӗ. Ганна Павловна Иржевская Украинӑра ҫуралнӑ, ӑна, 13 ҫулхискерне, нимӗҫ фашисчӗсем Германие хӑй ирӗксӗр тарҫа илсе кайнӑ. Тӗрлӗ вилӗм лагӗрӗсенче Ганна икӗ ҫул та тӑхӑр уйӑх нуша курнӑ. 1945 ҫулхи ака уйӑхӗн вӗҫӗнче ҫех совет салтакӗсем хӗрачана ирӗке кӑларнӑ.
Каччӑсенчен пӗрне Украина хӗрӗ юратса качча тухнӑ, пӗрле Чӑваш Ене килме килӗшнӗ. Упӑшкипе юнашар Улатӑр хулинче пурӑнма пуҫланӑ, ҫакӑнтах ӗнтӗ ӗмӗрне ирттернӗ те. Вӑрҫӑра нуша курни ахаль иртмест ӗнтӗ — упӑшки нумай ҫул хушши чирлесе ҫӗре кӗнӗ. Халӗ Ганна Павловна ачисемпе тата мӑнукӗсемпе пӗр йыш пулса йӑпанать, вӗсене хӑйӗнчен пӗр самантлӑх та уйӑрасшӑн мар. Ӑна час-часах хула шкулӗсенче курма пулать: вӑрҫӑ ветеранӗ ҫитӗнекен ӑрӑва хӑй пурнӑҫӗ пирки каласа парать, тискерлӗхпе нихӑҫан та килешмелли марри ҫинчен асӑрхаттарать.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |