Ҫуркунне студентсемшӗн юр васкаса ирӗлнипе, ҫутҫанталӑк чӗрӗлнипе, кайӑксем вӗҫсе килнипе кӑна мар, пурнӑҫламалли ӗҫсем йышланнипе те асра юлакан тапхӑр. Чӑн та, кунран кун ытларах хӗртекен хӗвелпе киленсе урамра уҫӑлса ҫӳрес вырӑнне студентӑн пӑчӑхса, тар тӑкса ӑслӑлӑх чулне кӑшлама тивет. Пӗр каҫра китай чӗлхине алла илме хӑнӑхнӑ халӑх, паллах, аптӑрамасть…
Ака уйӑхӗн 12-мӗшӗнче __Чӑваш патшалӑх университетӗнчи__ чӑваш филологийӗпе культура факультетӗн аудиторийӗсенчи ҫамрӑк йыш хӑйне ӑслӑлӑхра епле туптаннине кӑтартма тӑрӑшрӗ. Факультет студенчӗсемсӗр пуҫне студентсен 46-мӗш Пӗтӗм Раҫҫейри наука конференцине ытти регионсенчи аслӑ шкулсенчен те килсе ҫитнӗ: __Хусанти__ патшалӑх университетӗнчен, Мари патшалӑх университетӗнчен, Удмурт патшалӑх университетӗнчен. Ҫавӑн пекех __Шупашкарти__ И.Я.Яковлев ячӗллӗ педуниверситет, Н.В.Никольский ячӗллӗ педколледж вӗренекенӗсем те пулчӗҫ. Конференцие куҫӑн тата куҫӑн мар хутшӑннӑ хӑнасен шучӗ пӗтӗмпе 80 ҫын пулнине палӑртмалла.
Хамӑр факультетӑн студенчӗсем те ӑслӑлӑх ӗҫне хастар хутшӑннине палӑртса хӑвармалла. Хӑшпӗр ҫаврӑнӑҫуллӑ студентсем пӗр секцире ҫеҫ мар, 2-3 секцире доклад вулама мехел тупни савӑнтарать. Пӗтӗмпе студентсен 18 секцийӗ, аспирантсен 1 секци ӗҫлерӗ. Паллах, студент ӑслӑлӑх доклачӗ вуланипех наука ҫынни пулать тенине пӗлтермест-ха ҫакӑ, анчах вӑл пӗр-пӗр проблемӑпа кӑсӑкланса ӑна татса пама ӑнтӑлни кайран пурнӑҫра тӗл пулакан йывӑрлӑхсене те ҫапла тӗплӗ шухӑшласа, тарӑн тишкерсе татса пама вӗрентет-вӗрентетех ӗнтӗ. Конференцире чӑннипех те паха содержаниллӗ, ҫивӗч проблема кӑларса тӑратакан тавлашуллӑ докладсем чылай пулнине палӑртса хӑварас килет.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |