__И.Н. Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университетӗнчи__ __чӑваш филологийӗпе культура факультетӗнче__ акан 12-мӗшӗнчен пуҫласа 25-мӗшӗччен __И.Я. Яковлевӑн__ ҫуралнӑ кунне халалланӑ Чӑваш чӗлхипе культурин вункунлӑхне ирттерме палӑртнӑ. Ҫавна май факультет куллен тӗрлӗ мероприятисем ирттерет. Декада Ӑслӑлӑх кунне ирттернинчен пуҫланчӗ. Акан 13-мӗшӗнче вара «Поэзи асамӗ тата куҫару» тесе ят панӑ тӗлпулӑва __Анатолий Семенович Смолин__ килсе ҫитрӗ. Вӑл студентсене паянхи чӑваш поэзийӗ пирки ҫеҫ мар, тӗрлӗ халӑхсен литератури епле аталанни пирки те интереслӗ каласа пачӗ.
А.Смолин хальхи литература процесӗнче сӑвӑҫ пек ҫеҫ мар, ӑста куҫаруҫӑ пулнипе те паллӑ. Вӑл вырӑсларан чӑвашла А.Пушкина, С.Есенина, В.Маяковские, А.Блока,Н.Рубцова т.ыт.те, чӑвашларан вырӑсла __Ҫеҫпӗл Мишшине__, __К.Иванова__, __М.Федорова__ т.ыт.те куҫарнӑ. Тӗлпулура поэт хӑй ҫырнӑ сӑвӑсене те, тӗрлӗ чӗлхерен куҫарнисене вуларӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |