Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +8.3 °C
Ӳркевлӗх ӳкерет, пите пӗҫертет; хастарлӑх хӑтарать, чапа кӑларать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Акан 17-18-мӗшӗсенче «Мир» телеканал «Хранители рун» тата «Ҫулҫӳревсем» ятлӑ телекуравсем йӗркелеме палӑртнӑ. Курас тесен эсир ӑна ҫав кун **__http://mirtv.ru/_http://mirtv.ru__** адреспа пӑхайратӑр. «Раҫҫей пӑлхарӗсем» ятлӑ фильмсен пухӑвне Владимир Путин тытса пыракан «Вырӑс географи ӑсчахӗсен ушкӑнӗ» хатӗрленӗ. Операторсем пӗлтӗр Чӑваш Енре иккӗ килсе кайнӑччӗ — авӑнра тата раштавра. Палӑрӑмлӑ пуҫарӑва республика элтеперӗ __Михаил Игнатьев__, халӑхӑмӑр паллӑ ӑсчахӗсем, аластисем, халӑх юррипе ташӑ ушкӑнӗсем хутшӑннӑ. Палӑртнӑ тӑрӑх Раҫей халӑхне хальхи чӑвашсем авалхи йӑла-йӗркисене тирпейлӗн сыхласа аталантарма тӑрӑшнине кӑтартмалла. Тӑван енӗн сыхланса юлнӑ ҫутҫанталӑкӗ, авалтан пыракан йӗрки, ҫухалман алӑсталӑхӗ ҫак проектра чи паллӑ вырӑн йышӑнмалла тет.

__Комсомольски районӗнчи__ «Каҫал» фольклор ушкӑнӗ чӑваш туйӗн илемлӗхӗпе паллаштарнӑ. Фильм авторӗ Елена Заднепровская хӑй туйӑмӗсене пытараймасӑр «эпӗ нихӑҫан та ниҫта та ҫакӑн пек илемлӗ туй ӳкерменччӗ», — тесе каланӑ. Кайран ӳкерҫӗсем __Патӑрьел тӑрӑхӗнчи__ __Шӑкӑртан__ мечетӗпе паллашнӑ. Ӑна 590-мӗш ҫулта __Атӑлҫи Пӑлхар__ ҫӗршывӗнче Мухаммед пророк сахабӗсем хӑнара пулнӑ ятпа анчахрах лартнӑ иккен. Чӑваш халӑх музейӗнче вара ӳнер тӗпчевӗн ӑсчахӗсем __Алексей Трофимовпа__ __Геннадий Орков-Иванов__ чӑваш тӗрринче сыхланса юлнӑ рунӑ ҫыруллӑхӗпе паллаштарнӑ. Ҫакӑнтах хӑнасене чӑваш тумӗпе те паллаштарнӑ. Сыхланса юлнӑ вут кӗллин йӑла йӗркине __Шупашкар__ ҫумӗнчи __Апаш__ ялӗнчи Маргарита Павлова кӑтартнӑ, __Етӗрне тӑрӑхӗнче__ тата авалхи хӑмлапа ҫыхӑннӑ йӗркесене курса килленме тӳр килнӗ фильм йӗркелекенӗсен. __Йӗпреҫре__ «Кӗр сӑри» тата «Кӗр пӑтти» йӑлисене Чӑваш Патшалӑх вӗрентӳ университетри «Юрай» тата «Уяв» ташӑпа юрӑ ушкӑнӗсем кӑтартса панӑ. Таса улӑхра яшсемпе хӗрсем чӑваш тумӗн тата юрӑ-ташшин ытарайманлӑхне анлӑн уҫса панӑ. Ӑна Раҫҫей Федерацин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ тата Раҫҫей Правительствин «Раҫҫей чунӗ» премийӗн лауреачӗ Козлова Зинаида Алексеевна йӗркеленӗ. __Йӗпреҫрех__ хӑнасем авалхи чӑваш ялӗн яланхи пурнӑҫӗпе музей картишӗнчех паллашрӗҫ. Вырӑнтан тапранаймасӑр, куҫ илмесӗр ӳкерҫӗсем Чӑваш халӑх тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи Игорь Дадиани йӗркеленӗ «Атӑл миссӗ» тум коллекцийӗпе киленнӗ тет. Ҫулталӑк ҫурӑ тӗрмешнӗ ҫак ӑсчах чӑваш кинӗн тумӗпе кӑна. Ӗҫлени харӑма кайман унӑн, куракансем ӑна питӗ пысӑк хак панӑ теҫҫӗ. Чӑваш шӳрпине тата шӑрттанне вара хӑнасене __Сӗнтӗрвӑрринчи__ Людмила Данькова хатӗрлеме вӗрентнӗ имӗш. Елена Заднепровская ҫулталӑк хушши пынӑ ӗҫе ҫак сӑмахсемпе вӗҫленӗ: «Аваллӑха ҫакӑн евӗр сыхласа асӑрхаса тӑракан халӑхӑн пурнӑҫӗ шанчӑклӑ та пуласлӑхлӑ».

**Сӑнсем: __http://gov.cap.ru/home/12/1/2011/rep/20110922%5f1/index.htm_авӑн уйӑхӗнчисем__, __http://gov.cap.ru/home/12/1/2012/rep/2012/index.html_хӗллехисем__. __http://mir24.tv/programms/69623/episode/4673982_Видео__.**

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.10.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Йывăртарах вăхăт малалла пырать. Хирĕçес хăрушлăх пысăк пулни, ăнланманлăх таврари çынсемпе хутшăнăва пăсма пултарать. Ырăрах, чăтăмлăрах пулма тăрăшăр, ытти çынсене илтĕр. Сирĕншĕн ку çăмăлах пулмĕ, анчах лайăх кăтартусем пулĕç - вĕсем пуласлăхра палăрĕç.

Юпа, 01

1905
119
Романов Никита Романович, паллӑ чӑваш этнографӗ, историкӗ ҫуралнӑ.
1932
92
Насул Антал, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ.
1938
86
Музыкантов Василий Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1940
84
Вутлан Иван Дмитриевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1940
84
Матвеева Зоя Германовна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ.
1945
79
Ковалюк Лидия Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1945
79
Кузнецов Геннадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ.
2008
16
Канюкова Александра Семёновна, чăваш чĕлхи тĕпчевçи вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть