Ӗнер, акан 13-мӗшӗнче, __Канаш районӗнчи__ __Анаткас Уҫырма__ культура ҫуртӗнче «Канаш ен пики — 2012» ӑмӑрту иртрӗ.
Тавҫарулӑхпа ӑсталӑх, ӑспа илем ӑмӑртӑвне кӑҫал 15 пике хутшӑнчӗ, «чи-чи» пулас ӗмӗтпе ӑнтӑлса кашни хӑйне тавҫӑруллӑрах, ӑслӑрах, ӑстарах кӑтартма тӑрӑшрӗ. Пилӗк пайра тупӑшма тиврӗ — «Паллашу», «Ӑс-тӑн ӑмӑртӑвӗ», «Пултаруллӑх конкурсӗ», «Чӑваш халӑх апачӗ», «Чӑваш стилӗ». Пахалавҫӑсем хӑйсен пӗтӗмлетӗвне пӗлтернӗ хыҫҫӑн ҫак паллӑ пулчӗ:
♥ **Канаш ен пики – 2012** — __И.Я. Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗн__ студентки **Лариса Яковлева** (__Ҫӗнӗ Чӑлкасси ял тӑрӑхӗ__);
♥ **Хӳхӗм пике** — Ирина Михайлова (__Атнаш ял тӑрӑхӗ__);
♥ **Ҫепӗҫ пике** — Марина Иванов (__Ухман ял тӑрӑхӗ__);
♥ **Ӑс пике** — Алиса Сергеев (Сиккассинчи ача-пӑча ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗ);
♥ **Куракансем кӑмӑлланӑ пике** — Диана Григорьева (__Анаткас Уҫырма ял тӑрӑхӗ__).
Малалла вара Ирина Михайловӑпа Лариса Яковлевӑн республика шайӗнчи «Чӑваш пики – 2012» ӑмӑртӑва хутшӑнса Канаш районне тивӗҫлӗ кӑтартмалла пулӗ. Кӑҫал вӑл __Шупашкарта__ акан 26-мӗшӗнче иртӗ! Ӑнӑҫу сунар вӗсене!
__http://gov.cap.ru/Home/63/images/2012/04/13%5f4/index.htm_**Сӑнсем**__ (44)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |