Ҫуркунне ҫитрӗ, анчах шел те, вӑл пире хӗвелӗн йӑл куллипе тата ӑшӑ кунсемпе кӑна мар савӑнтарать — хӗлӗпе юр айӗнче пытанса выртнӑ ҫуп-ҫап та сӑмса умнех туха пуҫлать. Харпӑр картиш, хӑв пурӑнакан урам илемлӗ те таса пулни кашни ҫынна та килӗшет — кунпа тавлашма ҫук ӗнтӗ. Анчах та темшӗн-ҫке эпир кунсерен пӗр-ик сехетлӗх пек те пулин юратнӑ яла тухса тасатма ӳркенетпӗр. Пӑхӑр-ха, ҫанталӑкӗ мӗнле паха тӑрать, тултан пӳрте кӗрес те килмест! Ҫӳп-ҫап ҫеҫ тулли кӑмӑла пӑсть.
__Ҫӗмӗрлӗ__ пуҫлӑхӗсем йышӑннипе ака уйӑхӗнче хула халӑхӗн урамсене, пахчасене тата картишсене тирпей кӗртес ӗҫре хутшӑнма тиветех пулӗ. Хула пуҫлахӗн пичетпе ҫирӗплетнӗ хушувӗ тӑрӑх кашни хула хуҫалӑхӗн хӑйӗн ҫӗрӗ ҫинчи тирпейлӗхшӗн явап тытма тивет иккен. Акан 21-мӗшӗнче вара, шӑматкун, урама мӗнпур хула ҫынни тухмалла теҫҫӗ. Кам мӗнпе: кӗреплепе-и, кӗреҫепе-и — пурпӗрех, ӗҫ пурин валли те пулӗ (тирпейсӗрсене пула тар тӑксах ӗҫлеме тивӗ). Пуҫарӑва хутшӑнманнисен вара штраф тӳлеме тивӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |