__Мӑнкун__ — провослави тӗнне ӗненекенсен чи пысӑк та савӑнӑҫлӑ уявӗ. Христос чӗрӗлнине палӑртакан куна вӗсем: «Пур уявсен уявӗ», — теҫҫӗ. Ӗненекенсем ҫак ҫутӑ вырсарникун Иисус шуйттан хӑватне ҫӗнтернине, урӑхла каласан, Ырӑ Усала ҫӗнтернине паллӑ тӑваҫҫӗ, ҫавна май савӑнаҫҫӗ. Ҫак кун пур ҫын та начаррине манса лайӑххи пирки ҫеҫ шухӑшлать, ырӑ малашлӑх пирки ӗмӗтленет.
Мӑнкуна __Йӗпреҫ районӗнчи__ __Пучинке__ шкулӗн вӗренекенӗсем те лайӑх хатӗрленсе кӗтсе илчӗҫ: паян шкулта «Асамлӑ ҫӑмартасем» ӑмӑрту иртрӗ. Конкурса вӑтам тата кӗҫӗн класра вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем ӑсталанӑ Мӑнкун ҫӑмартисем ҫав тери асамлӑ та илӗртӳллӗ пулса тухнӑ. Уйрӑмах ҫак ачасен пултарулӑхӗ пурин кӑмӑлне те кайрӗ: Ермолаева Ясминӑн (6 кл.) «Чӑх-чӗп картинче», Васильева Светланӑн (5 кл.) «Эп ҫуралтӑм», Павлова Августинӑпа Яковлева Иринӑн «Тутлӑ мӑшӑр», Шельтямова Виолеттӑн (2 кл.) «Асамлӑ кайӑк», Шельтямова Анжелӑпа Харитонова Лианӑн (2 кл.) «Шӑши тус», Шибаева Татьянӑн (2 кл.) «Мулкач тусӑм», Школьников Стасӑн (3 кл) «Ман хаваслӑ чӗппӗмсем» ӗҫӗсем.
Ӑмӑртӑва ирттерме хавхалантарса пыраканӗ акӑлчан чӗлхине вӗрентекен Федорова О.В. пулчӗ.
Мӑнкун ячӗпе сире пурне те!
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |