__Шупашкарти__ ӳнер шкулӗн вӗрентекенӗ Шонова Ирина хӑйӗн ушкӑнӗнче чӑваш халӑх тумне ҫӳллӗ шайлӑ модӑ енӗпе аталантарса тӗнче халӑхӗ умне кӑларас енӗпе тӑрӑшать. Юлашки вӑхӑтри тупсӑмӗсене хайӗн вӗренекенӗпе Михайлова Наталияпа Мускаври тӗнче халӑхӗсен «Этно-Эрато» ятлӑ модӑллӑ тумтир ӑсталаканӗсен конкурсӗнче хутшӑннӑ иккен.
Ку пулӑм акан 14-15-мӗшӗсенче иртнӗ имӗш. «Этно-Эрато» — патшалӑх пулӑшнипе аталанакан халӑх проекчӗ. Унӑн тӗллевӗ — тӗнчери халӑхсен йӑла-йӗркисене сыхласа тата аталантарса пырасси, модӑра тӑван халӑх культурине хальхи вӑхӑт сӗнӗвӗсемпе пӗрлештересси. Ҫак конкурса пула юлашки ҫулсенче «пысӑк мода» уҫлӑхне питӗ нумай ӑслӑ та хастар ҫамрӑк виркӗнсе кӗме пултарчӗ. Ҫав шутра __Чӑваш Енрен__ те. Кӑҫал «Мода-Эрато» 62 коллекцире 418 ҫӗнӗ мода-сӗнӳпе паллаштарнӑ имӗш. Пултаруллӑхне кӑтартма Раҫҫейри 22 регионсӑр пуҫне чикӗ леш енчен килнӗ ултӑ ӑста та хутшӑннӑ тет. Чӑваш Ен пикисем вара «Пӑлхар хӗрӗн тумӗ» модельпе «Хӗвелтухӑҫ халӑхӗсен тумӗ» номинацийӗнче пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ.
Тӑван халӑхӑмӑр ҫӳлти шайра пулнишӗн тӑрӑшни, чӑвашӑн чи пысӑк тӗллев пулинччӗ, ҫапла вӗт, тусӑмӑрсем!
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |