__Чӗмпӗр облаҫӗнчи__ чи пысӑк чӑваш ялӗнче, Кивӗ Улхашра (Чӑнлӑ районӗ) ирӗклӗ майпа кӗрешсе пӗртӑван Георгийпа Пётр Майрабеевсен парнисене илессишӗн 4-мӗш турнир иртрӗ.
Георгий — кӗрешӳ енӗпе спорт маҫтӑрӗн кандидачӗ, халӗ Чӗмпӗрти «Авто Форум» фирмӑн директорӗ. Пётр спорт маҫтӑрӗ, ҫак фирмӑра аслӑ маҫтӑрта ӗҫлет.
Турнира 10-16 ҫулхи 210 кӗрешӳҫӗ хутшӑнчӗ, пурӗ 16 ушкӑн. Ҫав шутра __Анат Кама__ (__Тутарстан__), Тольятти (Самар облаҫӗ), Атяшево (Мордови), __Канаш__ (Чӑваш Ен) хулисенчен.
Майрабеевсем хӑйсен шкулӗнчи пӗрремӗш тренерне Н.Узеринова тав туса асӑнмалӑх парне пачӗҫ, шкул валли спорт хатӗрӗсем туянма 15 пин укҫа хӑварчӗҫ. Хисеплӗ хӑнасене вара — вӗсем хушшинче Майрабеевсене вӗрентнӗ РФ тава тивӗҫлӗ учителӗ Н.Кадебин, 1993 ҫулхи Европа чемпионки, икӗ хутчен Раҫҫей чемпионки, тӗнче шайӗнчи спорт маҫтӑрӗ Л.Исламова (__Анат Кама__), регионсен хушшинчи Кӗрешӳ федерацин президенчӗ В.Васильев (__Шупашкар__) — сувенирсем, медальсем парса чысларӗҫ.
Н.Кадебин ҫапла каларӗ: «~~Мускавра пӗртӑван Знаменскийсен турнирӗ пур, __Кивӗ Улхашра__ — Майрабеевсен турнирӗ. Эпир унпа мӑнаҫланатпӑр~~».
В.Васильев Майрабеевсене ачасене воспитани панӑ ҫӗрте пысӑк ӗҫ тунӑшӑн тав туса СССР виҫҫӗмӗш космонавчӗ, икӗ хутчен Совет Союзӗн Геройӗ, авиаци генерал-майорӗ __А.Г. Николаев__ ячӗллӗ медаль парса чысларӗ.
Ҫӗнӗлӗх те куртӑмӑр: кавир ҫинчи судья ӗҫӗсене хӗрарӑм — Чӑнлӑ посёлокӗнчен килнӗ спорт маҫтӑрӗ К.Недрышкина — илсе пычӗ.
Пӗртӑван Майрабеевсем ҫӗнтерӳҫӗсене грамотасем, медальсем, кубоксем, ятлӑ сехетсем, укҫан парнесем парса хавхалантарчӗҫ, пурне те тепӗр ҫул та турнира хутшӑнма йыхравларӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (24.11.2024 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 757 - 759 мм, 0 - 2 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Лазарева Александра Назаровна, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |