Кашни ҫулах __Патӑрьел районӗнчи__ __Нӑрваш Шӑхаль__ ялӗнче __Раиса Сарпи__ сӑвӑҫа халалласа литератара каҫне ирттереҫҫӗ. Ытти ҫул ачасем тӗрлӗ номинацире сӑвӑҫӑн сӑввисене вулатчӗҫ, хӑйсен пултарулӑхне кӑтартатчӗҫ. Кӑҫал вара ку уява урӑхларах ирттерме шутланӑ. Уяв ятарласа __Патӑрьел районӗнчи__ чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсем хушшинче иртрӗ. Вӗрентекенсем Раиса Сарпин пултарулӑхне тӗрлӗ енлӗ тишкернӗ доклачӗсене, хӑйсем тата поэтесса ҫырнӑ сӑввисене вуларӗҫ. Сарпин сӑввисем тӑрӑх ҫырнӑ юрӑсене юрларӗҫ. Урокра усӑ курма юрахлӑ хӑтлавсемпе (презентацисемпе), методика разработкисемпе паллаштарчӗҫ. __Раиса Сарпи__ хӑй те аякри ҫула пӑхмасӑрах килни уява илем кӳчӗ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.10.2024 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, 8 - 10 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр енчен вӗрӗ.
| Романов Никита Романович, паллӑ чӑваш этнографӗ, историкӗ ҫуралнӑ. | ||
| Насул Антал, чӑваш ҫыравҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Музыкантов Василий Михайлович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Вутлан Иван Дмитриевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Матвеева Зоя Германовна, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Ковалюк Лидия Алексеевна, чӑваш сӑвӑҫ, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Кузнецов Геннадий Васильевич, чӑваш сӑвӑҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ. | ||
| Канюкова Александра Семёновна, чăваш чĕлхи тĕпчевçи вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |