**Хаклӑ ентешсем!** __Красноармейски районӗн__ ҫӗнӗ энциклопедине кӑларас ӗҫ пуҫӑнчӗ. Ҫакӑ калама ҫук пысӑк та яваплӑ ӗҫ. Ку таранччен эпир Трак тӑрӑхӗн историйӗпе тата унӑн паллӑ ҫыннисемпе ҫыхӑннӑ «Трак ен» (2000 ҫ.) тата «Красноармейский район. Люди и судьбы» кӗнекесем кӑларнӑ-ха. Анчах вӗсем ҫӗнӗ энциклопедин пӗр пайӗ ҫеҫ пулса тӑраҫҫӗ. Пысӑк кӑларӑма кӑларма пысӑк та ҫӗнӗ вӑй кирлӗ. Ку хутӗнче пире __Шупашкарти__ «Трак ен» ентешлӗх те пулӑшу кӳме шантарать.
Чӑваш халӑхӗн ырӑ йӑла пур: вӑл кирек епле йывӑр ӗҫе нимелле — халӑхпа пӗрле кар пуҫтарӑнса тума хӑнӑхнӑ. Эпир районӑн ҫӗнӗ энциклопедине кун ҫути кӑтартма та ҫак йӗркепе йӗркелесе ямалла тесе шутлатпӑр. Чӑвашсен «Пӗччен хулӑ хуҫӑлать», «Пӗччен сурать — типсе пырать, халӑх сурать — кӳлӗ тӑвать» каларӑшсем пур. Энциклопеди материалӗсене пухассине, пирӗн шутпа, пӗр ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ ҫине хуни ҫеҫ ҫителӗксӗр. Эпир ҫак ӗҫе ҫӳлерех асӑннӑ кӑларӑмсене кӑларма хутшӑннисене, таврапӗлӳҫӗсене, вӑрҫӑпа педагогика, партипе совет ӗҫӗн ветеранӗсене, шкулсенче вӗрентекенсене, вулавӑш ӗҫченӗсене, культурӑпа суту-илӳ, сывлӑха сыхлас тата право йӗркине ҫирӗплетес ӗҫре тӑрӑшакансене, ытти пултарулӑх ҫыннисене явӑҫтарма ыйтатпӑр, чӗнсе калатпӑр.
Трак енти энциклопедине кӗме тивӗҫлӗ пӗр ҫын та, археологи, историпе культура палӑкӗ те, ҫырма-ҫатра ячӗ те, колхоз-совхоз историйӗ те унта кӗмесӗр ан юлтӑр. Пухӑннӑ мӗн пур материалсене __Красноармейскинчи__ историпе таврапӗлӳ халӑх музейне пырса пама ыйтатпӑр. Пирӗнтен кашни хастар вӑй хунипе энциклопедине палӑртнӑ вӑхӑт тӗлне ентешсем патне ҫитерме май килӗ.
~~Районӑн ҫӗнӗ энциклопедине кӑларас тӗлӗшпе туса хунӑ ӗҫлев ушкӑнӗ.~~
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |