1914-1919-мӗш ҫулсенчи пулӑмсем Чӑваш Ен историне те кӗрсе юлнӑ иккен. 1916-мӗш ҫулта Брусилов генерал ҫар корпусӗ Австрипе-Венгри ҫарӗсене ҫапса аркатнӑ хыҫҫӑн 1,5 млн. тӑшман салтакӗ, вӗсен хушшинче чехсем, венгрсем тата нимӗҫсем тыткӑна лекнӗ пулнӑ. Ҫаксене __Атӑл__ тӑрӑхӗнчи хуласенче вӑрҫӑ пӗтиччен асӑрхаса усранӑ иккен, пинӗ-пинӗпе чукун ҫул тӑрӑх хӗвелтухӑҫ еннелле ӑсатнӑ. Ҫапла вара ӗнтӗ хӑш-пӗрине чӑваш ҫӗрӗ ҫинче вырнаҫнӑ станцийӗсенче усӑ курма хӑварнӑ тет. Ҫак салтаксене ахаль тӑрантарса лартман иккен, ӗҫлеттернӗ.
__Вӑрнар__ тарӑхӗнче те вӗсем чукун ҫул станцине хӑвӑртрах хута ярас тӗлӗшпе ҫыхӑннӑ ӗҫсенче усӑ кӑтартнӑ: ҫӗр чавна, чул катнӑ, ҫуртсем купаласа хӑпартнӑ. Ҫак «нимӗҫсем» 1916-17-мӗш ҫулсенче станцӑра пӑравуссене таса шывпа тивӗҫтерме пӗве картланӑ тата шыв уҫлакан насус станцине чулран купаланӑ иккен. Вӑрнара пӗрремӗш пуйӑс 1917 ҫул вӗҫӗнче ҫитнӗ теҫҫӗ. 1917-мӗш ҫулта тунӑ пӗве пуҫӗ тата кӗперӗсем хальхи куна та ҫирӗп лараҫҫӗ иккен. Ӗҫлеме пӗлнӗ ҫав ӗлӗк, тусӑмӑрсем.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |