Кӳкеҫри культура центрӗнче акан 17-мӗшӗнче «Шупашкар район пики-2012» конкурс иртрӗ. Унта 7 ял тӑрӑхӗ хӑйсен маттурӗсемпе паллаштарчӗ.
Чӑваш тӗрриллӗ кӗпесем тӑхӑннӑ 7 пике сцена ҫине тухсан залра темччен алӑ ҫупрӗҫ. «~~Чӑн та, пирӗн хӗрсемех хитре ҫав. Чӑваш кӗпи тата та илӗртӳллӗ, йӑрӑс пӳллӗ кӑтартать. Ах, чипер~~», — арҫынсем пӗр-пӗрин хушшинче ҫапла калани те илтӗнчӗ. Хӗрсем конкурс заданийӗсенче — «Паллашу карточки», «Интеллектуаллӑ конкурс», «Пултарулӑх конкурсӗ», «Чӑваш наци апачӗ», «Чӑваш стилӗ» — тупӑшма пуҫласан куракансем вӗсен ӑс-тӑнӗнчен те, пултарулӑхӗнчен те тӗлӗнчӗҫ. «Кун пек хӗрсемпе Шупашкар районӗ чӑн-чӑнах мухтанма пултарать», — терӗҫ залра ларакансем.
Жюри членӗсен хаклавӗнчен вара ҫакӑ курӑнчӗ: __Ҫӗньялти__ Диана Павлова «Ҫепӗҫ пике», __Ишек__ тӑрӑхӗнчи Лидия Одинцова «Ӑслӑ пике», __Тутаркассинчи__ Светлана Федорова «Пултаруллӑ пике», __Шӗнерпуҫ__ тӑрӑхӗнчи Татьяна Васильева «Сӑпайлӑ пике» пулса тӑчӗҫ. __Кӳкеҫ__ ял тӑрӑхӗнчи Ксения Федорова вара «Шупашкар район пики-2012» титула ҫӗнсе илчӗ. __Вӑрман-Ҫӗктер ял тӑрӑхӗнчи__ Анна Елахова «Хӳхӗм пике», __Чӑрӑшкассинчи__ Анастасия Одерякова «Хастар пике» пулнисӗр пуҫне иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнсене пайларӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |