Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +34.3 °C
Кахалшӑн ҫӗр кӗске, ӗҫченшӗн кун кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Етӗрнери__ 1-мӗш гимназире 5-мӗш класра вӗренекенсем Тимофеева В.П., Тимофеева В.Н. ертсе пынипе И.Я.Яковлев ачалӑхӗпе паллашрӗҫ. Пӗчӗк Иван ҫуралсанах тӑлӑха тӑрса юлнӑ. Ӑна кӳршӗсем усрава илнӗ, пӑхса ӳстернӗ. Ачалӑхӗ йывӑр пулнине пӑхмасӑр Иван вӗренме тӑрӑшнӑ. Кӗнеке нумай вуланӑ, «5» паллӑсемпе кӑна вӗреннӗ. Тата хӑй вӗренсе пӗлӳ илнӗ хыҫҫӑн тӑван халӑхне пулӑшма вӑй ҫитернӗ. Ҫакӑ 10-11 ҫулхи ачасене тарӑн шухӑша ячӗ. Вӗсем те вӗренӳре __Иван Яковлев__ пекех тӑрӑшуллӑ пулма шантарчӗҫ.

Ҫак кун 5-6, 8-мӗш класра вӗренекенсемшӗн чӑннипех те асра юлӗ. Вӗрентекенсем (Иванова И.В., Тимофеева В.П.) уроксенче тӗрлӗ ӑмӑртусем ирттерчӗҫ: «Ҫамрӑк ӑсчах», «Асамлӑх тӗнчинче», «37 пӗр тӑван ҫӗршывӗнче», «Чӑваш Республикин хулисем», «Ҫӗр пин юрӑ ҫӗршывӗнче».

~~Мӗнле пуян пирӗн тӑван чӗлхе — __чӑваш чӗлхи__!

Мӗн тери илемлӗ пирӗн Тӑван ҫӗршыв — Чӑваш ҫӗршывӗ!~~

Чи пултаруллисем парнесем илме тивӗҫ пулчӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи