Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +33.3 °C
Нумай итле, сахал калаҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

**Хаклӑ ентешӗмӗрсем!

Сире Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлатӑп!**

Тӑван чӗлхе — наци культурин управҫи, этемлӗхӗн нумай тӗрлӗ культура пуянлӑхне сӑнарлакан аслӑ та сайра тӗл пулакан паха тупра. Вӑл хутшӑнупа воспитани хатӗрӗ ҫеҫ мар, ҫут тӗнче илемлӗхне тата унӑн тӗрлӗ енлӗхне туллин палӑртма май паракан япала та. Ӑна пула чӑваш халӑхӗн сайра йышши хӑйне евӗрлӗхӗ аваллӑхран пуҫласа паянхи кунччен тивӗҫлипе сыхланса упранать. Тӑван чӗлхе вӑл пирӗншӗн — никамран та хаклӑ аннемӗрӗн асран кайми сӑпка юррийӗ, ҫут тӗнчене пӗлме-курма пуҫланӑ май хамӑр каланӑ пӗрремӗш сӑмахсем. Ӑслӑ Вӗрентекенӗмӗр тата Ҫул пуҫӑмӑр __Иван Яковлевич Яковлев__ пӗтӗм чӑваш халӑхӗшӗн пӗлӳлӗх сӑпки пулса тӑнӑ пӗрремӗш чӑваш шкулне уҫнӑ, тӑван сӑмах паянхи шкулсенчи вӗренӳ класӗсенче, аслӑ шкулсен аудиторийӗсенче, кӗнеке-хаҫат страницисенче, театр сцени ҫинче тата телевиденипе радио эфирӗнче тивӗҫлипе янӑратӑр тесе ырми-канми тӑрӑшнӑ. Паян Чӑваш чӗлхин уявне тӑван халӑхӑн авалхи йӑли-йӗркине тата ӑс-пурлӑх пуянлӑхне ӑруран-ӑрӑва куҫарса пыракан, __чӑваш чӗлхине__ сыхласа упрамалли майсем палӑртакан Раҫҫей Федерацийӗн чылай регионӗнче тата ытти ҫӗршывра та анлӑн паллӑ тӑваҫҫӗ. Хӑй чӗлхине хисеплекен халӑх ытти халӑх чӗлхисене те сума сума пултарасси пирки пӗртте иккӗленместӗп. Пирӗн республика тӗрлӗ наци ҫыннишӗн тӑван кил шутланать, тӗллевлӗн тытса пыракан патшалӑх политики вара халӑхсен культурисене пӗр-пӗрин ҫине ырӑ витӗм кӳме пулӑшать. __Чӑваш чӗлхин кунӗ__ пархатарлӑ туслӑха тата тӗрлӗ халӑх ӑс-пурлӑхне чыслакан савӑнӑҫлӑ уяв пулса тӑчӗ!

Сире ҫирӗп сывлӑх, пултаруллӑ ӗҫре ҫитӗнӳсем, ырлӑх, телей тата юрату сунатӑп!

**Чӑваш Республикин Элтеперӗ М.Игнатьев.**

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть