Паян, акан 25-мӗшӗнче, кашни чӑваш хӑйӗн __Чӑваш чӗлхи кунӗ _тӑван чӗлхи кунне__ уявлать. Ҫак уява халалласа республикӑра тата ун тулашӗнче тӗрлӗ мероприятисем иртеҫҫӗ: ҫавра сӗтелсем, митингсем, семинарсем.
__И. Я. Яковлев__ ҫуралнӑ кунӗнче иртекен уява палӑртма пуҫланӑранпа кӑҫал 20 ҫул ҫитрӗ — постановление 1992 ҫулхи акан 9-мӗшӗнче алӑ пусса ҫирӗплетнӗччӗ.
Чӑваш халӑх сайчӗ пурне те ҫак уяв ячӗпе саламлать!
Шанас килет! Паянхи вӑхӑтра та хӑйӗн актуаллӑхне ҫухатман чӑваш чӗлхи малалла аталанӗ, ун сассийӗ ҫак Ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчен нихӑҫан та ҫӗтмӗ, нихӑҫан та ҫухалмӗ. Вӑл пирӗн пурнӑҫри кашни хутлӑха кӗрсе вырнаҫӗ, тивӗҫлӗ вырӑн йышӑнӗ! Пирӗн чӗлхе вӑл халӑх мӑнаҫлӑхне кӑтартакан паллӑсенчен пӗри! Вӑл яланах чӑвашпа пӗрле пулӗ, халӑха телей парса тӑрӗ! __Петӗр Хусанкай__ сӑмахӗсем — чӑн сӑмахсем: «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!»
Чӑваш чӗлхи кашни кун янратӑр — килте те урамра та, хулара та ялта та! **Ҫапла пултӑр!**
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |