Тӗнчери кашни халӑхӑн хайӗн тӑван чӗлхи пур. Пирӗн тӑван чӗлхе – __чӑваш чӗлхи__. Ҫак чӗлхе пур чухне чӑваш халӑхӗ те пур. «Чӗлхе пӗтсен, халӑх пӗтет», — тенӗ __И.Я.Яковлев__.
Самана улшӑнса ҫӗнелчӗ. Чӑваш чӗлхи те халӑхпа пӗрле хӑйӗн чапне ӳстерчӗ. Чӑваш каччи ҫӑлтарсемпе калаҫрӗ. __Петер Хусанкай__ «Эп — чӑваш ачи» сӑвӑ ҫырса савӑнтарчӗ.
Ҫак сӑвӑран пуҫланчӗ та акан 25-мӗшӗнче __Анат Кӑмаша__ ял вулавӑшӗнче «Тӑван чӗлхе — таса ҫӑлкуҫ» сӑвӑ вулакансен конкурсӗ. Конкурса __Анат Кӑмаша__ шкулӗн пуҫламӑш класӗсенче вӗренекенсем хутшӑнчӗҫ. Архипов Андриян «Асли ҫук ҫӑкӑртан» (__В.Давыдов-Анатри__) тата Якимова Анастасия «Эп чӑваш ачи» (__П.Хусанкай__) сӑвӑсене каласа парса пӗрремӗш вырӑна пайларӗҫ. Иккӗмӗш вырӑна Никитин Денис __Ҫеҫпӗл Мишшин__ сӑввине вуласа йышанчӗ. Морозова Кристина хӑйӗн уҫӑ сассипе __Петӗр Хусанкайӑн__ «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» сӑввине каласа кӑтартса виҫҫӗмӗш вырӑна тухрӗ. Мала тухнисем грамотӑна тивӗҫрӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |