Паян, акан 26-мӗшӗнче, __Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче__ __Чӑваш чӗлхи кунне__ халалласа **«Тӑван чӗлхен кун-ҫул хевти»** ҫавра сӗтел иртрӗ, ӑна институт директорӗ __Ю.Н. Исаев__ ертсе пычӗ.
10 сехетре пуҫланнӑ ӗҫлӗ калаҫу тӑватӑ сехет тӑсӑлчӗ. Тӗрлӗ ҫынсем тухса калаҫрӗҫ — министерствӑсенчен килнисем те, ӑсчахсемпе ҫыравҫӑсем те, чӑвашлӑх шӑпишӗн пӑшӑрханакан уйрӑм ҫынсем те. Ҫакӑн пек сӗнӳсем пачӗҫ:
• Ача пахчисенче чӑвашла вӗренти кирлӗ. Ҫавӑн пекех ача пахчисенче тӑван культурӑпа паллаштарма пултаракан «асанне» пулмалла (тутарсен опытне шута илсе).
• Чӑваш Республикинче пурӑнакан кашни ҫыннӑн кирек хӑш организацире те икӗ патшалӑх чӗлхипе пӗр шайра усӑ курма майсем пулмалла.
• Чӑваш Республикин чӗлхе службине туса хумалла; куҫару ӗҫӗпе пулӑшмалла (тӳлевсӗр).
• Чӑваш халӑхне упраса хӑварас тӗлӗшпе тӗллевлӗ Программа хатӗрлесе йышӑнмалла.
• Чӑваш Республикин патшалӑх чӗлхисене пӗр тан шайра усӑ курмалли 10-20 ҫуллӑх ӗҫ планӗ палӑртмалла.
• Тӳре-шарасене халӑхпа чӑвашла ытларах калаҫма сӗнмелле.
• Чӑваш чӗлхине май пур таран пур сферӑна та кӗртме тӑрӑшмалла — интернета, телекурава, компьютера т.ыт.
• Наци политикине йышӑнмалла. Министерство шайӗнче наци политикишӗн яваплӑ орган пулмалла (Удмурти, Мордови тӗслӗхӗпе).
• Чӗлхе сакунне пурнӑҫлама уйӑракан укҫана грант мелӗпе валеҫмелле.
• Чӑваш чӗлхине вӗренмелли хальхи методикӑпа ҫырнӑ кӗнеке кирлӗ. Ӑна ӑмӑрту ирттерсе хатӗрлемелле, укҫине темиҫе ҫӗр пинран сахал мар уйӑрмалла.
• Наци культурине аталантарма пултаракансене ятарласа вӗрентсе ҫитӗнтермелле.
• «Чӑваш Ен» телерадиокомпани ҫумӗнче радиора тата инҫекуравра ӗҫлеме пултаракансене вӗрентекен шкул уҫмалла.
• Чӑваш радионе анлӑрах сармалла — ӑна Шупашкарта та, ялта та итлеме ҫӑмӑл майсем пулмалла.
• «Тӑван Ен культурине» шкулта тивӗҫлӗ шайра вӗрентмелле.
• Шкулсенче чӑваш чӗлхин сехечӗсене вырӑс чӗлхи сехечӗсем таран ҫитерме тӑрӑшмалла.
• Чӑваш культурипе чӑвашла пӗлекенсене кӑна мар, вырӑсланнӑ чӑвашсене те паллаштармалла, ун валли майсем тумалла (вырӑсла тухакан хаҫат-журналсенче чӑвашлӑх темине ытларах ҫӗклемелле).
• Чӑваш Элтеперӗн чӑваш халӑхӗ ҫине таянса ӗҫлемелле — вара хӑйне те ҫӑмӑл пулӗ, сумӗ те ӳсӗ.
__http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/138987/_**Сӑнсем**__ (41)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |