Ҫӗнтерӳ кунӗ ҫитсе пынӑ май хыпарсӑр ҫухалнӑ шӑписем ҫинчен асаилтерес килет. Вӑрҫӑ пӗтни 67 ҫул ҫитсен те нумай салтакӑн шӑпи паллӑ мар.
Паллах, http://www.obd-memorial.ru/ сайта туни шырама нумай майсем туса парать, анчах унта пӗтӗм документсем лекеймен, тулли мар тата хушаматсемпе ятсене, ҫуралнӑ вырӑнсене ҫырнӑ чухне нумай йӑнӑш тунӑ. Ҫавах та салтаксен шӑписене тӗпчемелле тесе шутлатӑп. Чӑваш республикинчен кӑна каялла ҫурри ытла таврӑнман, вӗсенчен 25-30% хыпарсӑр ҫухалнӑ шутланаҫҫӗ.
Вӑрҫӑн малтанхи тапхӑрӗнче ҫухалинсене тупма питӗ кансӗр, ҫав вӑхӑтра дивизисемпе армисем хӑйсен шӑписене пӗлтермесӗр ҫухалнӑ. Нимӗҫ пленне лекнисен хӑш-пӗрин шӑпине кӑна палӑртма пулать. Сӑмахран __Канаш районӗнчи__ __Йӑлмачча__ ялӗн каччи __http://www.soldat.ru/forum/viewtopic.php?f=50&t=29391 _Иванов Николай Иванович__ (1920 ҫ.) 1941 ҫулта ҫарта пулнӑ, утӑн 3-мӗшӗнче тыткӑна лексе каярах ирӗксӗр вырӑнта вилнӗ.
2011 ҫулта РГВА трофей фондӗнче Рославлти плена лекнӗ салтаксен лагерӗнчи лазаретри салтаксене шута илнӗ кӗнекене тупнӑ. Унта асӑннӑ салтаксем хыпарсӑр ҫухалнӑ шутланаҫҫӗ. Унта вилнисем хушшинче __Патӑрьел районенчи__ Искачкин И.М., Мулкачев Н.Г., __Ҫӗрпӳ районӗнчи__ __Санькассинчи__ Мардарьев Кирилл Мордарьевич (1922), __Муркаш районӗнчи__ __Куҫкин__ ялӗнчи Иртеев (?) Федор Степанович.
__http://poiskpeople.ru/forum/viewtopic.php?f=427&t=4902&p=15066#p15066_Кунта__ Вязьмӑри плена лекнӗ салтаксен лагӗрӗнчи Чӑваш Республикинчи салтаксене асӑннӑ. Докуменчӗсем вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчех Хӗрлӗ Ҫар аллине лекнӗ, анчах тӑванӗсем патне янӑ хутсем ҫинче «Умер в лазарете №2 (3), место погребения неизвестно» тесе ҫырнӑ. Кунти йыш пысӑкрах. Сӑмахран, __Патӑрьел районӗнчи__ __Сителтен__ Еремеев Василий Еремеевич, __Шӑхачран__ Смолов Николай Алексеевич, __Вӑрнар районӗнчи__ __Ҫӗнӗ Хирпуҫӗнчен__ Муравьев Осип Михайлович тата ыттисем те.
Германинче пленра пулнисен шӑпине пӗлме ҫӑмӑлрах. Саксон меморилӗ __http://www.dokst.ru/node/1118 _сайтӗнче__ ҫынсене алфавитпа тупма пулать. Сӑмахран «Албутов» хушаматпа 5 ҫын тухать.
Унсӑр пуҫне госпитальсенче вилнисене пурне те тупса палӑртман. Тӑнне ҫухатнӑ салтаксене нумай чухне ҫар чаҫне кӑна асӑннӑ. Вӑрҫӑн малтанхи ҫулӗсенче салтаксен йӗркеллӗ документсем те пулман, ҫӑвӑнпа салтакӑн хушамачӗпе ятне тӗрес ҫырнӑ пулсан та тупма шанӑҫ пур.
Сӑмахран, Патӑрьел районӗнчи Анат Тӑрмӑш ялӗнчи Калдырмин Алексей Николаевичӑн хушаматне «Калдырмин Алексей Николаевич (1918), погиб в плену» Калдермин тесе ҫырнӑ, ял ятне те тӗресех ҫырман. Вӑл 1943 ҫулхи раштав уйӑхӗнче пленра вилнӗ, Фрайзинг Нойштифтра пытарнӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |