Чӑваш ҫамрӑкӗсен «Сувар» пӗрлешӗвӗ утӑ уйӑхӗн пуҫламӑшӗнче кашни ҫул Атӑлҫи Пӑлхар тӑрӑхне ҫула тухать. Пӗлтӗр вара Дагестана ҫул тытнӑ пулсан, кӑҫал **Алтай тӑрӑхне** ҫитсе килесшӗн.
Чунҫӳрев-2012 **ҫӗртмен 25-мӗшӗнче** пуҫланӗ. Маршрут: __Шупашкар__–__Хусан__–__Ӗпхӳ__–Курган–Омск–Барнаул–Горноалтайск — малалли ҫул каялла. Ҫӗр каҫма палӑртнӑ вырӑнсем: Пушкӑртстанра, Омск облаҫӗнче, Тутарстанри чӑваш ялӗсенче. Тутарстанри чӑваш ялӗсенче концерт та кӑтартма палӑртнӑ. Хальхи вӑхӑтра кайма шутлисен йышӗ — 45 ҫын. Хутшӑнма кӑмӑлланисем Тӗменпе Сарӑту облаҫӗсенчен те пур. Горноалтайск хулинчи чӑвашсем те пулӗҫ.
Горноалтайскра выранти халӑхӑн Эл-Ойын уявне хутшӑнӑпӑр, хулара уҫӑлакан пӗрремӗш этнопаркра юпа лартӑпӑр, така пусса чӳк тӑвӑпӑр, чӑвашла ятсем йышӑнӑпӑр.
Каяс кӑмӑл пулсан сирӗн карас телефонӗн **8-927-667-93-23** номерӗпе шӑнкӑравламалла (Олег Цыпленков). Ҫул хакӗ — **8 000** тенкӗ. Ҫынсен шучӗ нумайлансан икӗ автобуспа та кайма май пулӗ — кун пирки пӑшӑрханас ҫук.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |