Ӗнер, ҫӑвӑн 3-мӗшӗнче, Чӑваш республикин халӑх пултарулӑх ҫуртӗнче вырнаҫнӑ 6х7 галерейӑра __Вячеслав Эткерӗн__ ятарлӑ куравӗ уҫӑлчӗ. Ӑна ӳнерҫӗ 50 ҫул тултарнӑ тӗле хатӗрленӗ.
Курава уҫма Чӑвашри ӳнерҫӗсем, сӑрӑ ӑстисем, вӗрентӳҫӗсем, халӑх пултарулӑхӗн ӑстисем пухӑннӑччӗ, вӗсенчен кашни Вячеслав Эткерӗн пултарулахӗнчи хӑйнеевӗрлӗхне палӑртрӗҫ.
Курава уҫнӑ май чи малтанхи сӑмаха Халӑх пултарулӑх ҫурчӗн директорӗ __Виктор Бондарев__ каларӗ. Вӑл йывӑҫпа ӗҫлекен ӑстана Тав хучӗпе чысларӗ, ӗҫре ӑнӑҫусем сунчӗ.
Ҫавӑн пекех ӑшӑ сӑмахсемпе тухса калаҫакансем шутӗнче Чӑваш художникӗсен союзӗн правлени председателӗ __Василий Кузьмин__, Чӑваш наци музейен этнографи пайӗн заведующийӗ Светлана Недвигова, паллӑ шӗпсутҫӑ __Владислав Зотиков__, __Шупашкар районӗнчи__ __Кӳкеҫре__ вырнаҫнӑ «Бичурин тата хальхи вӑхӑт» музей директорӗ Ирина Удалова тата ыттисем пулчӗҫ.
Куравпа паллашас кӑмӑл пулсан ҫакӑнта ҫитмелле: Шупашкар хули, К. Маркс урамӗ, 32 ҫурт. Курав ҫу уйӑхӗн 18-мӗшӗччен ӗҫлӗ.
__http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/139371/_**Сӑнсем**__ (29)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |