__Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи__ __Ҫичӗпӳрт__ республикӑра ҫеҫ мар, Раҫҫей шайӗнче те паллӑ — ку ялта Терентий Дверенинӑн музейӗ вырнаҫнӑ.
__Дверенин Терентий Парамонович__ ватлӑхра пуканесем ӑсталанипе чапа тухнӑ. Хӑйӗн килӗнчех музей йӗркеленӗ. Ҫак кунсенче Ҫӗнтерӳ кунне уявланӑ май унӑн музейне айккинче, паллах, хӑварма пултарайман — ӑста, чылайӑшӗ пӗлеҫҫӗ ӗнтӗ, Тӑван Ҫӗршывӑн аслӑ вӑрҫин ветеранӗ. Нумай аманнӑ, ҫавах та Турри ӑна вӑрҫӑран сывӑ таврӑнма май панӑ.
Пукане тавраш тума Терентий Дверенин ватлӑхра ҫеҫ пуҫланӑ, 2000-мӗш ҫулсенче. Хальхи вӑхӑта вара ун музейӗнче 100 яхӑн экспонат пур. Ӗҫӗсем ҫавӑн пекех район музейӗнче, __Чӑваш наци музейӗнче__ упранаҫҫӗ.
Ҫӗнтерӳ кунӗнче ялти ӑстан музейӗпе __Ҫичӗпӳрт__ халӑхӗ паллашрӗ. Экскурсие Николаева А.В. ирттерчӗ — вӗтти те ватти те Терентий Дверенинӑн ӗҫӗсемпе паллашнӑ май кӑмӑллӑ юлчӗ. Пукане те пуканех — пӗчӗккисене те, ҫитӗннисене те илӗртетех хӑйӗн патне. Уйрӑмах ӑста хатӗрленӗскер.
Сӑмах май, Терентий Дверенинӑн музейӗпе паллашас кӑмӑллисем сахал мар, хӑнасем кунта кашни кун тенӗ пекех.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |