Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +34.3 °C
Уйӑх ҫути — ҫул ҫути, хӗвел ҫути — кун ҫути.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫураки ӗҫӗсем вӗҫленсен чӑваш халӑхӗ __Акатуй__ уявӗнче савӑннӑ. Темиҫе кун маларах хатӗрленнӗ уява — йывӑр ӗҫ хыҫҫӑн канни питӗ те усӑллӑ, тата акнӑ тырӑ ӑнса пултӑр тесе чӳклени те кирлӗ-ҫке. Уяв умӗн кил-ҫурта тирпейленӗ, кашни кил Акатуя ирттерме кашни мӗн те пулин панӑ — пир-авӑр, кӗпе, сурпан тата ытти — вӗсем пурте парне шутне кӗнӗ.

Акатуя ваттисем пуҫланӑ — вӗсем ҫураки епле иртнине пӗтӗмлетнӗ, Турӑран ырлӑх ыйтса чӳкленӗ. Халӑх пухӑннӑ май пӗр-пӗр ыйтӑва пӗрле канашласа сӳтсе явни те час-часах пулнӑ ку уявра. Малалла вара тупӑшу-кӗрешӳ пуҫланнӑ — кам чупса, кам сиксе, кам кӗрешсе, кам ухӑран тӗл персе мала тухма тӑрӑшнӑ. Вӑййисем чӑнах та тӗрлӗрен пулнӑ, карусельпе чуччу таврашӗнчен вара ача-пӑча уйрӑлма пӗлмен. Хальхи вӑхӑтра ытларах вӗрен туртасси, футбол, волейбол вӑййисене ирттереҫҫӗ. Дартс, артреслинг, пневматика пӑшалӗнчен пересси те тӗл пулать.

__Йӗпреҫ районӗнчи__ Акатуй **ҫӗртмен 16-мӗшӗнче** иртӗ. Кӑмӑл пулсан эсир __Йӗпреҫри__ культрӑпа кану паркне пыма пултаратӑр, пуҫламӑшӗ **11 сехетре**. Вӑйӑсемсӗр пуҫне сире пысӑк концерт кӗтӗ. Программӑпа __http://gov.cap.ru/home/60/foto-news/2012/programmaakatuy2012.doc_**кунта** паллашма__ пулать.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем