Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +34.3 °C
Ватти ҫук та — латти ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Пирӗн ентеш — __Яманакӑн__ пултаруллӑ арӗ — __Эдисон Патмар__ кӗнеке хыҫҫӑн кӗнеке калӑплать.

Шупашкарти «Ҫӗнӗ вӑхӑт» издательствӑра нумаях пулмасть унӑн 140-мӗш кӗнеки 1500 экземпляр тиражпа пичетленсе тухрӗ. Иккӗмӗш авторӗ — ашшӗ — чӑваш халӑх сӑмахлӑхне пухассипе палӑрнӑ __Иван Анисимович Патмар__.

Сӑмах май, ҫак ӗҫ — Патмарсен пуххинчи 10 томлӑ халӑх сӑмахлӑхӗн 7-мӗш томӗ. 228 страницӑран тӑракан илемлӗ те хытӑ хуплашкаллӑ кӗнекен умсӑмахӗнче ку тома чӑваш арҫынӗсене халалланине асӑннӑ. Хайлавсенче салтакӑн ҫӑмӑл мар пурнӑҫӗ пирки тӗплӗн ҫырса кӑтартнӑ. Урӑхла пулма та пултараймасть, мӗншӗн тесен Эдисон Иванович хӑй те салтак пӑттине тутаннӑ, 20 ҫул ытла ҫар хӗсметӗнче пулнӑ. Ашшӗ — Иван Анисимович вара — иртнӗ хаяр вӑрҫа хутшӑннӑ, старшина, тӑватӑ хутчен аманнӑ, икӗ хут — Хӗрлӗ Ҫӑлтӑр орденне, «Паттӑрлӑхшӑн», «Варшавӑна ирӗке кӑларнӑшӑн» тата ытти медальсене тивӗҫнӗ. «Эх, мӑнтарӑн, нушалантӑн, ҫавах ырӑ пулаймарӑн, хӑв ятна сыхлаймарӑн...» пая шӑпах унӑн асаилӗвӗсене кӗртнӗ.

«...Ҫӳлтен кӗркуннехи курак кӗтӗвӗ пек фашист самолечӗсем пуҫ тӑррине бомбӑсем акаҫҫӗ. Витререн шыв тӑкнӑ пек мина, снаряд тӑкӑнать. Пуҫа йӑтса сывлама ҫук, тар, тӗтӗм шӑрши. Ротӑран виҫӗ салтак кӑна юлтӑмӑр...», — ҫырнӑ И. Патмар хӑйӗн алҫырӑвӗсенче. Кунтах сӑвӑсем те пур:

~~«...Хавшак тесе ан шутлӑр,

Ура амансан аллӑм пур,

Ал амансан шур шӑл пур...»~~

«Чӑваш салтакӗ Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче» тата ытти пайсенче те вуласа пӗлмелли сахал мар. Историлле страницӑсене те, салтак юррисене те вырӑн панӑ. Кӗнекене сӑнӳкерчӗксем те илемлетеҫҫӗ.

Ман шутпа, ҫак кӗнекене вулакана сӗнсе авторсем халӑхшӑн питех кирлӗ ӗҫ тунӑ. Унӑн пӗлтерӗшӗ ҫамрӑк ӑрӑва патриотла воспитани парас ҫӗрте те калама ҫук пысӑк.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (04.07.2024 15:00) пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 750 - 752 мм, 31 - 33 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере япăх сунакансем ура хума пултарĕç, сирĕн тавра элек явăнас хăрушлăх та пур. Асăрханмалла, тимлĕхе çухатмалла мар. Ĕçре ытлашши нумай вăхăт ирттермелле мар. Чылай ĕç валли ăнăçлă вăхăт мар ку. Ĕç хыççăн çемье патне васкамалла, пĕченлĕхре пулмалла мар.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та