Акатуйсен тапхӑрӗ пуҫланнӑ тесен та йӑнӑш пулмӗ. Авалтан пыракан уява хальхилле чылай вырӑнсенче уявлаҫҫӗ. Республикӑн кашни районӗнче тенӗ пекех вӑл иртет. Ыран вара Акатуй — __Канаш районӗнче__.
Ку тӑрӑхри __Акатуя__ Канаш районне йӗркеленӗренпе 85 ҫул ҫитнине тата Раҫҫей шайӗнче иртекен истори ҫулталӑкне халалласа ирттереҫҫӗ. Уяв вырӑнӗ __Канаш__ хулинче мар, юнашар ларакан __Аслӑ Асхва Пикшик__ ялти «Урожай» стадионра.
Уява ҫитсен сире кӗтеҫҫӗ: «Ҫын ӑсталӑхӗ — халӑх пуянлӑхӗ» (халӑх ушкӑнӗсен концерчӗ); «Чун ӑшши — Канаш ен» (фотокурав); «Ҫӑкӑртан асли ҫук» (ҫакӑр-пӗремӗк куравӗ); «Канаш Ен шӑпчӑкӗсем» (ача-пӑча лапамӗ: концерт, ӑмӑрту, вӑйӑ). Паллах, вӑйӑ-ӑмӑртусӑр уяв иртмӗ, вӗсем 10 сехетре пуҫланса 16 сехетченех иртӗҫ.
Акатуя 10 сехетре уҫӗҫ. 16 сехетре чӑваш эстрада ҫӑлтӑрӗсен концерчӗ пуҫланӗ. Ун хыҫҫӑн — ҫамрӑксем валли дискотека!
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |