2012 ҫулхи ҫӗртмен 10-11-мӗшӗсенче __Патӑрьелти__ «Хӗвеллӗ» уҫланкӑра йӑлана кӗнӗ «Акатуй-Сабантуй» уяв иртрӗ.
Кӑҫалхи уява Раҫҫей историйӗн ҫулталӑкне тата района туса хунӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ. Ҫак уява __Аслӑ Чемен ял тӑрӑхӗнчи__ пултарулӑх ушкӑнӗ, спортра палӑрнӑ вӗренекенсем те хутшӑнчӗҫ. «Ассорти» ташӑ ушкӑнӗ куракансене чӑваш ташшисемпе савӑнтарчӗ. Аслӑ Чемен ял тӑрӑхӗнчи культура ҫурчӗ ҫумӗнчи пултарулӑх ушкӑнӗ ҫӗр ӗҫӗн йӑли-йӗркине кӑтартса пачӗ (ака-суха тунине, тырӑ акнине, вырса тӑпачӑпа ҫапнине, алапа тырӑ алланине, ал арманӗпе авӑртнине). Ҫӗр ӗҫӗн йӑли–йӗркине кӑтартса паракан хӗрарӑмсен тумӗсене, ӗлӗкхи ӗҫ хатӗрӗсене курса тӗлӗнекенсем те пайтах пулчӗҫ. Пир кӗпе, сурпан сырса хушпу тӑхӑннӑ, ҫӑпата сырнӑ чӑваш хӗрарӑмӗсем уҫланкӑри хӑнасене __Аслӑ Чемен__ «хуҫалӑхне» йыхравларӗҫ.
__http://gov.cap.ru/home/58/fotoalbom/2383/index.html_**Сӑнсем**__ (140)
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |