Ҫӗртмен тӑххӑрмӗшӗнче __Тутарстанӑн__ __Аксу районӗнчи__ __Емелькино__ ялӗнче Акатуй иртрӗ. Авалхи йӑлапа ку уява ҫурхи ака-суха вӗҫленсен, пӗтӗм ял-йышпа пуҫтарӑнса, выляса та кулса питӗ савӑнӑҫлӑн ирттереҫҫӗ.
Кӑҫалхи Акатуй та ыттисенчен кая юлмарӗ. Колхозсем пӗтсе пыраҫҫӗ пулсан та, сапана кайма ялти харпӑр хуҫалӑхсенчен вунӑ юланута яхӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Ӑмӑртура Николай Егоровӑн «Верный» ӑйӑрӗ ыттисене самай кая хӑварса мала тухрӗ. «Колос» ТМЯО пуҫлӑхӗ А.Н. Чукин ӗҫре малта пыракансене, тӑрӑшса ӗҫлекенсене хавхалантарса парнесем пачӗ. Кӗрешсе вӑй виҫекенсене, ытти спорт ӑмӑртӑвӗсенче мала тухакансене наградӑларӗҫ. Акатуй паттӑрне, Леонид Новикова ӗлӗкхи йӑлапа така тыттарчӗҫ. Ҫав вӑхӑтрах Емелькино культура керменӗн «Шурӑмпуҫ» фольклор ушкӑнӗ пурне те хаваслӑ юрӑ-ташӑпа савӑнтарса тӑчӗ.
Уявран пурте тулли кӑмӑлпа саланчӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (22.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 746 - 748 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ.
| Абзалов Ринат Абзалович, биологи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ, профессор ҫуралнӑ. | ||
| Иванов Владимир Николаевич, Чӑваш Республикин Вӗренӳпе ҫамрӑксен политикин министрӗ ҫуралнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |