**Хаклӑ ентешӗмӗрсем!**
Сире Республика кунӗ ячӗпе чун-чӗререн саламлатӑп! Ҫӗртме уйӑхӗн 24-мӗшӗ — Чӑваш Енре пурӑнакансемшӗн календарьти паллӑ дата. Ҫак кун 1920-мӗш ҫулта пирӗн республикӑн автономине туса хунӑ, асӑннӑ пулӑм тата 1926-мӗш ҫулта Чӑваш АССР-ӗн пӗрремӗш Конституцине йышӑнни хальхи Чӑваш Енӗн экономикин тата право тӗлӗшӗнчи никӗсне йӗркеленӗ. Республикӑн нумай нациллӗ халӑхӗ йывӑрлӑхсене тата тӗрлӗ асап-нушана пӑхмасӑр, историн темле кӑткӑс тапхӑрӗнче те хӑйӗн ӑс-хакӑл пӗрлӗхне тата граждансен хушшинчи тӑнӑҫлӑха сыхласа хӑварма пултарнӑ. Ҫакӑ Чӑваш Ене мӗн пур кризиса ӑнӑҫлӑн ҫӗнтерме тата республикӑн хальхи тата пуласлӑхри ҫитӗнӗвӗсен никӗсне хывма пулӑшрӗ. Иртнӗ ҫулсенчи тапхӑрта Чӑваш Ен палӑрмаллах ҫӗнелсе улшӑнчӗ. Экономикӑна диверсификацилессипе, сывлӑх сыхлавӗпе вӗренӳ тытӑмӗсене, социаллӑ сферӑна ҫӗнетессипе ҫыхӑннӑ ӗҫ малалла пырать, пурнӑҫ шайӗ ӳсет, __Чӑваш Енре__ пурӑнакансене ӑс-хакӑл тата культура тӗлӗшӗнчен аталанма пулӑшас енӗпе чылай ӗҫ тӑватпӑр, ҫемье хаклӑхӗсене упраса хӑварас тата ҫирӗплетес тӗлӗшпе те тимлӗн вӑй хуратпӑр. Чӑваш Республикин Общество палатине туса хуни гражданла общество институтне аталантарас енӗпе тунӑ паллӑ утӑм пулса тӑчӗ. Пирӗн тӗп пуянлӑхӑмӑр вӑл — ҫынсем, вӗсен пултарулӑх вӑй-хӑвачӗ, ӗҫченлӗхӗ, ырӑ енне туртӑнни. Пӗрле эпир кирек мӗнле тӗллеве те пурнӑҫлама тата кирек мӗнле йывӑрлӑха та ҫӗнтерме пултаратпӑр. Сире, хаклӑ ентешӗмӗрсем, ҫирӗп сывлӑх, ӑнӑҫулӑх, палӑртнӑ мӗн пур ӗҫе пурнӑҫлама иксӗлми вӑй-хал сунатӑп!
Чӑваш Республикин Элтепӗрӗ **М.Игнатьев**.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |