Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Мухтанчӑкӑн пуш енчӗк.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫӗртмен 25-мӗшпе утӑн 4-мӗшӗсенче __Чӑваш Республикин__ хастар ҫыннисем инҫетри Алтай ҫӗрне кайса килчӗҫ — Чунҫӳрев-2012 кӑҫал пирӗн авалхи мӑн асаттесен ҫӗрне ҫитме тӗв тунӑччӗ.

Чи малтанхи чарӑну __Пушкӑрт Республикинчи__ __Хурамал__ ялӗнче пулчӗ. Ку ялта чӑвашсен хастар ҫынни __В.В. Николаев__ ҫуралнӑ. Ҫулҫӳревҫӗсем паллӑ академикӗн вил тӑприйӗ ҫине чечек хучӗҫ, ялти музейпа паллашрӗҫ, вырӑнти халӑха концертпа савӑнтарчӗҫ. Юрӑ-ташӑ 4 сехет хушши янрарӗ — вырӑнти артистсем те пулчӗҫ, __Шупашкартан__ тухнисем те. Хурамалсем хӑнасене чыслӑн апатлантарнӑ хыҫҫӑн чунҫӳревҫӗсем Алтая ҫул тытрӗҫ.

Алтай (чӑвашлатсан «Ылтӑн Ту» пулать) ҫӗрӗ ытла та инҫетре. Автобуспа пӗр чарӑнмасӑр каяс тесен 3 талӑк каймалла. Паллах, пӗлтӗр Дагестана ҫитнӗ ҫулҫӳревҫӗсемшӗн ку ҫул ытла вӑрӑм пулмарӗ — уйрӑмах водительсем хӑйсен ӗҫне лайӑх пӗлнӗрен ӗнтӗ. Автобус ҫӗмӗрӗлнине пула Омск ҫывӑхӗнче пӗр талӑк ирттерни те кӑмӑла пӑсмарӗ — хавхалантарчӗ ҫеҫ. Ара, юнашарти Хӗрлӗ Ҫыр (выр. Красный Яр) ялта та пӗр чӑваша шыраса тупрӗҫ-ҫке! Иртыш шывӗнче ҫавӑнса тухни те кӑмӑла пӑсма мар, ҫӗклерӗ ҫех.

Алтай ҫӗрӗнче Чӑвашран тухнӑ ушкӑн вырӑнти «Эл ойын» уява хутшӑнчӗ. Питӗ аслӑ уяв иккен — икӗ ҫулта пӗрре иртекенскерне халӑх пӗтӗм тавраран пухӑнать. Вырӑнти халӑхшӑн ҫак уява ҫитме лашапа 200 ҫухрӑм каясси те нимех те мар иккен. Кӗскен каласан, ку уяв чӑвашсен Акатуйӗ, ирҫесен Эрзян масторӗ еверлӗх. Чӑваш Республикинчен килнӗ артистсем те «Эл ойын» уявне хутшӑнчӗҫ — хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтарчӗҫ. Куракансене вӗсен ташши-юрри питӗ кӑмӑла кайрӗ пулас — тӑвӑллӑн алӑ ҫупса хакларӗҫ.

Алтай ҫӗрӗнче чунташсем чӳк ирттерсе юпа лартрӗҫ. Хальхинче те, пӗлтӗрхи пекех, ӑна хатӗрлекенӗ Слава Эткер пулчӗ. Кӑҫал тулькӑш юпана вӑл вырӑнтах касса кӑларчӗ. Хитре те илемлӗ пулчӗ: ҫӳлте — хӗвел, варринче «Сӑвар» ҫырни, аяларах, вутпа шыв паллисем хушшинче, тӗрӗ ҫыруллӑхӗпе ҫырнӑ Хусанкайӑн «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр» сӑмахӗсем. Юпана лартнӑ хыҫҫӑн чылайӑшӗ Алтай ҫӗрӗнчех чӑваш ячӗсем йышӑнчӗҫ.

Алтайран таврӑннӑ май чунҫӳревҫӗсем авалхи Аркаим хулаша кӗрсе тухрӗҫ, ҫавӑн пекех __Атӑлҫи Пӑлхар__ патшалӑхӗн хулисемпе те паллашрӗҫ — __Пӳлерпе__, Пӑлхарпа. __Тутарстанра__ вырнаҫнӑ Сиктерме ялне кӗрсе __Петӗр Хусанкай__ музейне кӗрсе тухрӗҫ, экскурсовод каласа панине тимлӗн итлерӗҫ.

Халӑх ҫула тата та тӑсас кӑмӑллӑ пулчӗ пулин те пур япалан та вӗҫӗ пур ҫав — утӑн 4-мӗшӗнче ҫулҫӳрев вӗҫленчӗ. Темех мар, тепӗр ҫул пухӑнса тата та ҫула тухӑпӑр-ха!

__http://fotki.yandex.ru/users/chuvashorg/album/141749/_**Сӑнсем**__ (1092)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗтӗм ӗҫе лӑпкӑ, хӑвӑра кирлӗ пек татса пама май килӗ. Хирӗҫесрен пӑрӑнӑр, хӑвӑрӑн вӑя, энергие перекетлемелле. Пушӑ вӑхӑта ҫутҫанталӑкра ирттерӗр. Спортпа туслашма лайӑх вӑхӑт, Интереслӗ тӗлпулу пулма пултарать, вӑл романтика хутшӑнӑвне куҫӗ.

Чӳк, 25

1950
74
Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи