Паян, утӑн 10-мӗшӗнче, Чӑваш Енӗн Элтӗперӗ Михаил Игнатьев Хушу пусса __Сергей Владимирович Мельникова__ Чӑваш Республикин вӑй-хал культури, спорт тата туризм министрӗ вырӑнне лартрӗ.
Сергей Владимирович 2008 ҫулхи аван уйӑхӗнчен министерствӑра ӗҫлет — малтан министр ҫумӗ пулнӑ, кайран — министрӑн пӗрремӗш ҫумӗ. Кӑҫалхи ҫу уйӑхӗн 29-мӗшӗнчен пуҫласа вӑхӑтлӑх Чӑваш Республикин вӑй-хал культури, спорт тата туризм министрӗн ӗҫне туса пырсаччӗ.
Министрествӑна лекиччен Сергей Мельников __Ҫӗмӗрлери__ ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗнче вӑй хунӑччӗ — вӑй-хал культурине вӗрентнӗ, тренер-преподаватель пулнӑ, директор ҫумӗн вырӑнӗнче тӑрмашнӑ. Хушӑва алӑ пуснӑ май __Михаил Игнатьев__ Сергей Владимировичӑн малтанхи ӗҫ вырӑнӗ пирки те сӑмах каларӗ — республикӑн спорт политикинче ача-пӑчапа ҫамрӑксен спорт шкулӗсене аталантарасси малта пулни ҫинчен пӗлтерчӗ. Сергей Мельников ку ӗҫпе ӗслени ҫак тӗллеве ҫӑмӑлрах пулнӑҫлама пулӑшӗ тесе палӑртрӗ Элтепӗр. Михаил Игнатьев ҫавӑн пекех __Шупашкарта__ утӑн 3-мӗшпе 6-мӗшӗнче Раҫҫей шайӗнчи ҫӑмӑл атлетика ӑмӑртӑвне чаплӑ ирттерме пултарнине асӑнса хӑварчӗ — ҫӗнӗ министра суйлама ку та пулӑшрӗ иккен.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |