Ҫӗртмен 30-мӗшӗнче __Тенеяльне__ (Тӑвай районӗ) пысӑк хӑнасем килсе кайрӗҫ. Ялти тӗне кӗмен чӑвашсен йӑли-йӗркипе паллашма Пӑлхар ҫӗршывӗнчи София хулинчи паллӑ ӑсчахсем кӑмӑл тунӑ: Ружа Нейкова профессор, Болгари ӑслӑлӑх академийӗн этнографӗсем Иво Леонкев тата Славян Стоилов. Вӗсемпе пӗрле ЧПУ профессорӗ, истори наукисен докторӗ __Геннадий Ильич Тафаев__, Атӑлҫи Пӑлхар обществӑлла фондӑн учредителӗ Юрий Витальевич Дадюков, фондӑн яваплӑ секретарӗ Анатолий Павлов пулчӗҫ.
Ялти клуб умӗнче хӑнасене чӑваш тумӗ тӑхӑннӑ ҫамрӑксем ҫӑкӑр-тӑварпа кӗтсе илчӗҫ, чӑваш сӑрипе сӑйларӗҫ. Ял-йыш та нумай пуҫтарӑннӑ. Пӑлхар хӑнисем хӑйсемпе тата вӗсем мӗнле тӗллевпе килнипе паллаштарчӗҫ. Г.И.Тафаев профессор Атӑлҫи пӑлхар чӑвашӗсем ҫинчен питӗ инстереслӗ те ӑнланмалла каласа пачӗ. Ружа Нейкова профессор пӑлхар халӑхӗпе чӑваш халӑхӗ хушшинчи пӗрпеклӗхсене палӑртрӗ, йӑла-йӗркесен, кӗпе-тумтир ҫинчи эрешсен, пуҫа тӑхӑнмалли тухьян, хушпун пӗрпеклӗхӗ ҫинчен ӑнлантарчӗ. Хӑнасем Тенеялӗнчи чӑвашсен авалхи юрри-ташшипе интересленчӗҫ, уявсене мӗнле ирттерни пирки ыйтса пӗлчӗҫ. Ялти ватӑсемпе пӗрле культура ҫурчӗ ҫумӗнчи ӳнер пултарулӑх членӗсем ӗлӗкхи юрӑсене юрласа, ташӑсене кӑтартса пачӗҫ. Уйрӑмах Клавдия Ахтямова, Таисия Нестерова, Фекла Андреева, Анастасия Иванова, Перасковья Афонова, Елизавета Васильева тата ыттисем те питӗ хастар хутшӑнчӗҫ. Хӑнасем чӑваш масарӗ пирки ыйтса пӗлчӗҫ, авалхи чӳк вырӑнӗсемпе интересленчӗҫ, анчах шел, ҫав вырӑнсен паллисем хальхи вӑхӑтра сыхланса юлман. Апла пулин те ялти ватӑсем авалхи чӳк вырӑнӗсем хӑш вырӑнта пулнине, мӗнле чӳк тунине каласа ӑнлантарчӗҫ.
Ялти масар ҫине ҫитсе килчӗҫ хӑнасем, тӗне кӗмен чӑвашсен вил тӑприйӗсемпе паллашрӗҫ. Авалхи чӑвашсен вил тӑприйӗ ҫинчи чул юпана курсан тӗлӗнмеллипех тӗлӗнчӗҫ, вӗсен те ҫавӑн пек чул юпасем пуррине каларӗҫ, пӗрпеклӗхсем тупрӗҫ, ӳкерсе илчӗҫ.
Ялти библиотекарь Ю.Н. Егорова клубра фойере «Тӑван халӑхӑн ылтӑн ҫӳпҫи» ятлӑ курав йӗркеленӗ. Вӑл пӑлхарсемпе чӑвашсен историйӗпе ҫыхӑннӑ. Тафаев профессор куравпа питӗ кӑмӑллӑ юлчӗ, уйрӑмах хӑй кӑларнӑ «Пӑлхар» ятлӑ кӗнеке вулавӑшра пулнӑшӑн питӗ савӑнчӗ. Хӑй ҫӗнӗрен кӑларнӑ «Цивилизационный путь развития чувашского народа» кӗнеке парнелесе хӑварчӗ. Ю.В.Дадюков (Татюк Юрки) __Юхма Мишшипе__ пӗрле кӑларнӑ «Некей — паттӑр ялавӗ» кӗнеке парнелерӗ. Пӑлхар хӑнисене хамӑр чӑваш апачӗсене пӗҫерсе ҫитерме тӑрӑшрӑмӑр. Кӑвайт ҫинче пӗҫернӗ какай шӳрпи, картлӑ курӑкпа вӗретнӗ чей, кӑпӑклӑ сӑра, чӑваш пылӗ вӗсене питӗ килӗшрӗ. Светлана Гурьева вӗретнӗ чӑваш сӑри пурин кӑмӑлне те кайрӗ. Ялти активистка Валентина Павлова питӗ нумай пулӑшрӗ хӑнасене тараватлӑн кӗтсе илсе ӑсатса ямашкӑн. Тӗлпулӑва Тӑвай район депутачӗсен Пухӑвӗн депутачӗ Светлана Павловна Орлова та килчӗ. Вӑл туслӑх уявне ирттерме спонсорла пулӑшу пачӗ. «Новый путь» (чӑв. Ҫӗнӗ ҫул) хуҫалӑх ертӳҫи Л.И.Григорьев та укҫа-тенкӗпе пулӑшрӗ.
Тӗлпулӑва хутшӑннӑ ял халӑхне пурне те питӗ пысӑк тав сӑмахӗсем калас килет Пӑлхар ҫӗр-шывӗн хӑнисене ҫапла кӑмӑллӑ кӗтсе илсе ӑсатнӑшӑн.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (25.11.2024 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, юр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 760 - 762 мм, -1 - 1 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Рамстедт Густав Ион, паллӑ финн чӗлхеҫи, алтай чӗлхе верентӗвӗн никӗсне хываканӗсенчен пӗри вилнӗ. | ||
Пулӑм хуш... |